Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Пирӗн Тукай» курав Асăну кунӗнче уçăлчӗ

Апрелӗн 15-мӗшӗнче тутарсен чи паллă, чăннипех халăх поэчӗ Габдулла Тукай çӗре кӗнӗренпе 113 çул çитрӗ. Çак кун яланах Асăну кунӗ пек иртет.

 

Иртнӗ юнкун Хусанта Çӗнӗ Тутар слободинчи масар çинчи поэт вилтăприйӗ çине чечексем хучӗç. Чечек хурас текенсене Г.Тукай ячӗллӗ музей умӗнчен ятарлă автобуспа лартса кайнă. Вилтăпри умӗнче ТР Правительство пайташӗсем, республикăри Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килнӗ литераторсем, культура ӗçченӗсем, творчество союзӗсем пуç тайнă, сăмах каланă. Асăну церемонийӗ вара Коран вуланинчен пуçланнă.

Кăнтăрла музейрех «Наш Тукай» курав уçăлнă.  Экспозицие ТР Наци музейӗ, ТР Наци библиотеки, Хусан Федераллă университетăн Н.И.Лобачевский ячӗллӗ Наука библиотеки тата ТР Патшалăх архивӗ пуçтарса хатӗрленӗ.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА

Сăнӳкерчӗксем g-tukay.tatmuseum.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Тукай