Пирӗншӗн чӑрмав пек туйӑнни чӑннипе умра çӗнӗ çул уçать
Пуш уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче кивӗ меслетсемпе çивӗч ыйтусене татса параймăпăр, анчах çакăншăн кулянмалла мар.
ТАКА 21.III – 20.IV
Çак эрнере малалла талпӑниччен темиçе хутчен те чакма тивӗ. Харпӑр хутшӑнусенче уçăмлăх çитмест: юратнă çыннăр темӗн кӗтет сирӗнтен, хăй уççăн каламасть, хăвăр тавçӑраймастӑр. Ӗçре çын йăнăшӗшӗн явап тытма тивӗ. Ӗçтешӗрпе çакăншăн ан хирӗçӗр, пурнăç опычӗ пек йышăнăр çакна.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере çирӗппӗн «çук» теме вӗренмелле. Таврари çынсем ырӑ кӑмӑлӑрпа сӗмсӗррӗн усă кураççӗ. Ӗçре кулленхи тӗллевсем çине тимлӗх уйӑрмалла, пуçланă проекта пуринчен лайăх пурнăçламалла.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Ку эрнере хыпар çине хыпар илетӗр, суя сăмаха чăннинчен уйăрма ӗлкӗрӗр çеç. Уйрăмах финанссемпе çыхăннисене темиçе хут тӗрӗслеме ан ӳркенӗр. Ӗçре тӗрлӗ çынпа пӗр чӗлхе тупма пӗлни халӗ нихçанхинчен те усӑллӑ.
РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере сирӗн çывӑх çыннăрсемшӗн тӗрев пулмалла. Тӑванăрсенчен пӗри йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳксен пулӑшма хатӗр пулăр. Ӗçре халӗ çӗнӗ проектсене пуçлама тăхтамалла, киввисене вӗçлемелле.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Ку эрнере хӑвăрăн мӑнкăмăллăха йӑвашлатма, пулӑшу ыйтма тивӗ. Çакна мӗскӗнлӗх вырӑнне ан йышӑнӑр, йывӑрлӑха хӑвăр тӗллӗн çӗнтерме май килмӗ. Пархатарлӑ ӗçӗрсене тивӗçлипе хаклӗç, халӑх умӗнче тав тӑвӗç, преми парӗç е çӗнӗ должноçра ӳстерӗç.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Ку эрнере хыçалалла туртакан, малалла куçма паман вак-тӗвек ӗçсем вăхăта илеççӗ. Çакӑ çӗнӗ çитӗнӳсем тума тытса тăрать. Ӗçре сирӗн икӗ çыншӑн тăрăшма тивет. Эрнен иккӗмӗш çурринче çыхӑну енӗпе интереслӗ сӗнӳсем пулаççӗ, вӗсем малашне лайӑх тупӑш кӳрӗç.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Умӑрти икӗ çултан пӗрне суйласа илмелле, малашлăх çакăнтан килет. Ӗçре дипломати вӑхӑчӗ. Тен, сире пӗр-пӗринпе килӗштереймен уйрăмсене е партнерсене çураçтарма тивет. Ан хирӗçлӗр, килӗшӗр. Эсир пултаратăр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Халиччен вӑрттӑнлӑхра тытнă хыпара пӗлни чунăра çӳçентерӗ, анчах вӑл лару-тăрăва лайăхрах ăнланма пулăшӗ. Ӗçре ыттисемшӗн явап тытма тивет. Сире проекта е çынсен ушкӑнне ертсе пыма шанӗç.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Сире хӑнӑхнӑ çӗрте тăвăр, кичем, вăхăтлăха та пулин çула тухмалла. Ӗçре улшăнусем пуласси куçкӗрет: е çулçӳревпе çыхăннă ӗç сӗнӗç, е ют çӗршывсенчи партнерсемпе ӗçлеме тӳр килӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Çак кунсенче хăвăра шеллемесӗр вăй хумалла. Халь тăрăшни малашлăхăн никӗсӗ. Ӗçре кӑткӑс проекта вӗçлесе мухтава тивӗçетӗр. Анчах çитӗнӳсем çинче чарӑнса тӑмалла мар, ума çӗнӗ тӗллевсем лартмалла.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Ку эрнере кулленхи ӗçсемпе аппаланас килмӗ, мӗн-тӗр çӗннине, интереслӗреххине пуçăнма алă «кӗçӗтӗ». Çак туртӑма ан пусарӑр, шухӑшăрсем таврари çынсене ытла та хӑюллӑ пек туйӑнсан та вӗсене пурнӑçа кӗртӗр. Ӗçре экспериментсен вăхăчӗ. Çӗнӗ меслетсене усă курса пăхăр, çӗнӗ шухӑшсене пурнӑçа кӗртӗр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Ку эрнере илеме, искусствӑна, музыкӑна уйрӑмах çивӗч туятăр. Çакă вӑй-хала çӗнетме, килӗшӳлӗх тупма пулӑшӗ. Ӗçре халь интуици логикӑран та пӗлтерӗшлӗрех. Йышӑну тунӑ чух шалти туйӑмӑра шанӑр, ӳкӗнме тивмӗ. Кӗçерникунтан шанман çынна кивçен укçа ан парăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев