«Пирола» Тутарстана хальлӗхе çитеймен-ха
Çу вӗçӗнче тӗнчери темиçе çӗршывра коронавирус инфекцийӗн çӗнӗ штамне тупса палӑртнӑ. Вăл унчченхи «oмикронран» вăйлăрах пулнине çирӗплетнӗ Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн специалисчӗсем.
«Паянлӑха Тутарстан Республикинче çӗнӗ штамм палӑрман-ха. Йӗрлев ӗçӗсене тивӗçлӗ тестсем пулӑшнипе ирттеретпӗр», — каласа панă Роспотребнадзорӑн ĕçченĕсем.
Раççейĕн хӑш-пӗр регионӗнче медицина ӗçченӗсене маскӑсем тӑхӑнма сӗннӗ. Тутарстанри лару-тӑру, Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, лăпкă. Маска режимӗ çук пулин те хӑш-пӗр организаци профилактика мерисем ирттерме пултарать.
Çавӑн пекех палăртса хăвармалла, COVID-19 чирĕпе чирлекенсен шучĕ иртнӗ çулпа танлаштарсан, кăçал 8 хут сахалрах.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев