Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗкӗлме чемпионӗ тӗп приза выляса илчӗ

2021 çулăн пӗрремӗш çур çулне «Сувар» хаçат çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцин тӗп парни – смартфон – Пӗкӗлме хули çумӗнчи Подлесный поселокӗнче пурăнакан вулаканăмăра Владимир Белова тухрӗ. Владимир Стефанович парнене илмешкӗн çак кунсенче редакцие ятарласах килчӗ.


– Хальччен мана нихăçан та нимӗн те тухса курман! Пӗвӗмпе пысăк çын мар, сăнпа та илемлӗ мар эп, çавăнпа пурнăç тăршшӗпех кӗрешетӗп, веç хам ӗçлесе илетӗп. Кунта вара тӳрех – тӗп  парне! – савăнăçне пытараймарӗ аякран килнӗ хăнамăр алăкран кӗнӗ-кӗмен. – Эрнекун хаçат илтӗмӗр те мана «Сувар» тӗп парне панине вуларăмăр. Мӗн-ши вăл  тӗп парне тетӗп. Чăвашла хăш-пӗр сăмахсене манса пӗтнӗ. Арăма Галяна куçарса пама каларăм. «Парне пуль», – тет мана.  Лайăх чупнăшăн параççӗ-ши тесе шухăшларăм-ха малтан, унтан хаçатăн тӗп редакторне Ирина Федоровнăна шăнкăравларăм та вăл мана квитанцисене тӳрӗ эфирта шăпа ярса вылянтарсан парне тухнине каларӗ, – тăсăлчӗ ăш-пиллӗ калаçу.
Владимир Стефанович Белов республикăри чăвашсемшӗн пӗлмен ят мар, Пӗкӗлмери Чăваш наципе культура центрне йӗркелекенсенчен пӗри, центра 10 çул ертсе пынă. Ӗмӗрӗпех яваплă ӗçре тăрăшнă, обществăлла ӗç илсе пынă. Хальхи вăхăтра та ăна таврара лайăх пӗлеççӗ. Владимир Стефанович – марафонец, инçе дистанцисене (42 çухрăма) чупать. 2006 çултанпа тӗрлӗ шайри 9 марафона хутшăннă. Кăкăрне вӗр-çӗнӗ ГТО значокӗ те илемлетет халӗ. 70 çултан  иртнӗ ентешӗмӗр нумай пулмасть ГТОн чи пысăк 11-мӗш ступенӗн нормативӗсене ăнăçлă пурнăçланă. Сăмах май, Владимир Стефанович çамрăкранах спортпа туслă. Вăхăтӗнче йывăр атлетикăн спорт мастерӗ пулнă, конькипе чупассипе 1-мӗш разряда тивӗçнӗ, велосипедпа чупассипе республикăн сборнăйӗнче тăнă.
– Олимп чемпионӗпе Николай Колесниковпа эпир пӗр ялтан, Наратлăран. Пӗчӗк пулсан та çирӗпчӗ хăй, йăмра çинчи курак йăви патне йăпăр-япăр хăпарса каятчӗ. Ун чухнех чемпион характерӗ пулнă ӗнтӗ унăн, – аса илчӗ çамрăклăха Владимир Стефанович.
Çартан килсен Хусантах тӗпленнӗ пулсан, тен, Николай Колесников пекех хăй те спортра пысăк ят-сум çӗнсе илетчӗ-тӗр, анчах пӗччен пурăнакан амăшне шеллесе яла таврăнма тивнӗ. Кунта çемье çавăрнă, ачисем çуралнă. Апла пулсан та культура институтне, унтан Саратовра партин аслă шкулне пӗтернӗ. Нумай çул Пӗкӗлмери профсоюз организацине ертсе пынă.
 – Пӗр 20 çул каялла чирленӗччӗ эпӗ. Вилсен вилетӗп, пурпӗр чупатăп тесе чупма тытăнтăм. Малтан 200 метра чупма та йывăрччӗ мана.  Кайран хăнăхрăм, – спорта мӗнле таврăннине каласа парать вăл. Палăртса хăварам, Пӗкӗлме хулинче çăмăл атлетсен клубне те йӗркеленӗ вăл. Унта тӗрлӗ ӳсӗмри 20-30 çын тăрать халӗ. Хăйӗн 70 çулхи юбилейне те акă кӗреке хушшинче мар, тăван ялӗнче чупу йӗркелесе паллă тунă.
Пушă вăхăт тупăнсанах чупма тухать ентешӗмӗр, темиçешер çухрăма хыçала хăварать. Шел те, поселок çыннисем тепӗр чух ăнланмаççӗ, «ӗçӗ çук» теме пăхаççӗ. 5 качака, чăх-чӗп усракан хуçалăхра ӗçӗ мӗнле ан пултăр-ха? Качакисем валли çăвӗпех утă çулнине те курмаççӗ мар. Ăмсанса çавах чӗпӗтме пăхаççӗ. Апла пулин те пуçа усмасть ентешӗмӗр, сывă пурнăç йӗркине малалла тытса ыттисене тӗслӗх кăтартать.
Хальхи вăхăтра май уйăхӗнче Хусанта пулакан марафона хатӗрленет. Хăйне евӗрлӗ марафон пулӗ вăл. Мӗншӗн тесен çулланнă чăваш марафонецсемпе пӗрле ятарласах «Сувар» хаçат бренчӗллӗ футболкăсемпе чупма тухма шутлаççӗ. Çапла майпа спортсменсем Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче республикăри чăвашсен ятне çӗклесшӗн.
 –  Мана пурнăç тăршшӗпех ăнмасть, шанатăр-и, çук-и – савăнатăп куншăн. Ку мана тата вăйлăрах пулма вăй хушать кăна. Мана миллион та, миллиард тенкӗ укçа та кирлӗ мар. Шанăçа тӳрре кăлараймасăр пултараймастăп эпӗ. Ӳкетӗп, пурпӗр 42 çухрăма чупса тухатăп, – терӗ хальхинче те çӗкленӳллӗн пулас марафонри яваплăх пирки вăл.
Ирина КУЗЬМИНА.
 
И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗнче Владимир Белов.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев