Пӗкӗлме районӗнче тăван чӗлхесене аталантарассине халалласа наукăпа практика конференцийӗ иртнӗ
Хальхи вăхăтра Пӗкӗлме районӗнче 43 ача садӗнчен 8-шӗ йăлтах тутарла калаçтарса воспитани параççӗ, 33-шӗнче тутар ушкăнӗсем пур. Районти пӗр садикре чăвашла вӗрентсе воспитани параççӗ шăпăрлансене. Районти садике çӳрекен ачасенчен 86 проценчӗн тăван тутар чӗлхине вӗренме пӗтӗм майсем пур. «Шкулсенче те çакăн пек ӳкерчӗкех. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 39 шкултан 5-шӗнче йăлтах тутарла вӗрентеççӗ, пӗринче – чăвашла. Ачасенчен 66 проценчӗ тутар чӗлхине вӗренет. Вырсарни шкулӗсем те ӗçлеççӗ», – тенӗ Пӗкӗлме районӗн пуçлăхӗ Дамир Фаттахов.

Пӗкӗлмере тутарсен çутта кăлараканӗ Хади Атласи çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă наукăпа практика конференцийӗ иртнӗ, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби. Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ, ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упрас тата аталантарас енӗпе кăмиссийӗн председателӗ Марат Ахметов, ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин, Пӗкӗлме районӗн пуçлăхӗ Дамир Фаттахов, Тутар культурине аталантарассипе тата тӗрев парассипе ӗçлекен Х.Атласи ячӗллӗ обществăлла фонд директорӗ Алсу Мухаметдинова хутшăннă.

Хăнасем тăван чӗлхесене мӗнле вӗрентнипе ача сачӗсемпе шкулсене çитсе паллашнă. Хальхи вăхăтра Пӗкӗлме районӗнче 43 ача садӗнчен 8-шӗ йăлтах тутарла калаçтарса воспитани параççӗ, 33-шӗнче тутар ушкăнӗсем пур. Районти пӗр садикре чăвашла вӗрентсе воспитани параççӗ шăпăрлансене. Районти садике çӳрекен ачасенчен 86 проценчӗн тăван тутар чӗлхине вӗренме пӗтӗм майсем пур.
«Шкулсенче те çакăн пек ӳкерчӗкех. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 39 шкултан 5-шӗнче йăлтах тутарла вӗрентеççӗ, пӗринче – чăвашла. Ачасенчен 66 проценчӗ тутар чӗлхине вӗренет. Вырсарни шкулӗсем те ӗçлеççӗ», – тенӗ Пӗкӗлме районӗн пуçлăхӗ Дамир Фаттахов.
Конференцие хутшăнакансем тăван чӗлхесене вӗрентес ыйтусене сӳтсе явнă, хăйсен опычӗпе паллаштарнă. Ильсур Хадиуллин Пӗкӗлме районӗнчи воспитательсемпе вӗрентекенсем тăван чӗлхене, культурăна упрассипе çыхăннă республика шайӗнчи конкурссене хастар хутшăннине, грантсем çӗнсе илнине палăртнă.
Марат Ахметовпа Алсу Мухаметдинова пӗкӗлмесене тăван чӗлхене упрас тата аталантарас ӗçре тăрăшса ӗçленӗшӗн Тав хучӗсемпе чысланă.

Кăçал Хади Атласи историк, обществăлла деятель тата педагог çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа шкулсенче ăна асăнса класс сехечӗсем ирттерме, республика шайӗнче видеороликсен конкурсӗ, наукăпа тӗпчев конференцийӗсем, литературăпа музыка каçӗ, кӗнеке куравӗ ирттерме палăртнă. Çавăн пекех Хади Атласи çинчен документлă фильм ӳкерӗç тата Çӗпрел районӗнче паллă историкăн бюстне вырнаçтарӗç, Анат Чакă шкулне ăсчахăн ятне парӗç.
Сăнӳкерчӗксем ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев