Пӗкӗлмери пенсионерка çӗршыва хӳтӗлекенсене тӗрев парас тенӗ
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене Пӗкӗлмере пурăнакан Тая аппа УАЗ машина илсе пани çинчен пӗлтерет «Бугульминская газета»
Вăл Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă аслă ăрури салтаксен паттăрлăхне астуса, вӗсене асăнса, хальхи вăхăтри паттăрсене тӗрев пама мулне шеллемен.
Пӗкӗлсе районӗнче пурăнакансем ятарлă çар операцийӗнче тăшманпа кӗрешекен салтаксем валли пулăшу пуçтарас тесе аван тăрăшаççӗ. Нумай пулмасть кăна Пӗкӗлмерен Украинăна икӗ тоннăна яхăн 1 миллион тенке яхăн пулăшу çитнӗ. Ентеш-боецсене ăшă япаласемпе, апат-çимӗç, генераторсем, бензопăчкăсем, рацисем, буржуйка кăмакасем леçсе панă. Çулталăк пуçланнăранпа район çар çыннисене 22 хут пулăшу ăсатнă. Пурӗ 27,3 млн тенкӗлӗх 66,5 тонна япала.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев