Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Плансăр пуçне пăлансене апатлантарассипе аппаланаççӗ

Тутарстан Республикин Биоресурссемпе патшалăх комитетӗнчи Фаунăна упраса хăварас тӗлӗшпе инноваци технологийӗсене ӗçе кӗртекен центрăн ӗçченӗсем паха пăлансем (благородный олень) валли хӗллехи апатлану вырăнӗсем хатӗрленӗ

«Мешинский» тата «Лесной ключ» заказниксенче хӗлле планри ӗçсемсӗр пуçне кăмăллă аппалану та хушăнать. 
 Тутарстан Республикин Биоресурссемпе патшалăх комитетӗнчи Фаунăна упраса хăварас тӗлӗшпе инноваци технологийӗсене ӗçе кӗртекен центрăн сотрудникӗсем маралсен подкормка вырăнӗсенчи запассене тăтăшах тултарса тăраççӗ. Утă, тырă, тăвар. Юр çунипе çуманнине кура апата кунсерен е кун сиктерсе парса тăраççӗ. Тем тесен те, хальхи вăхăтра витаминсем пурне те кирлӗ. Çакăнтан пăлан мăйракин (панты) пахалăхӗ килет. Пӗр уйăхра пӗр кӗтӳ тонна яхăн тăвар тата ыти минерал çисе ярать. Маралсем кункăрасем патне хăвăрт хăнăхаççӗ, яланхилле вӗсем апатланма пӗчченшерӗн килмеççӗ. Кашни кӗтӳ хăйӗн апатлану вырăне суйласа илет те унта ютсене пыртармасть. Кӗтӳ çинӗ вăхăтра унăн пуçӗ ыттисене хураллать. Юлашкинчен хăй çиме тытăнать. Вăл апатланнă вăхăтра ыттисем айккине кайса кӗтсе тăраççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев