Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӳлерти Историпе архитектура çут çанталăк музей-заповедникне пурçăн хурчӗ тапăннă

Тутарстан çулӗсемпе çӳрекенсем асăрханă пулӗ, чылай çӗрте посадкăсенче е вăрман участокӗсенче тӗл-тӗл йывăçсем çинче çулçăсем çук, вӗсем кӗркуннехи пек мӗскӗнӗн курăнса тăраççӗ. Çав вăхăтра хӗллехи пăрлă çумăра пула авăнса хуçăлнă турачӗсем çук йывăçсен.

Ку вăл пурçăн хурчӗн ӗçӗ – вырăсла каласан – непарный шелкопрядăн. Хуртсем ӗнтӗ Нурлат, Азнакай, Аксу, Элкел, Элмет, Сарман районӗсене тапăннă. Алексеевски районӗнчи Пӳлерти Валем хуçа çăлкуçӗ тавра та илемсӗр пейзаж сарăлса пырать. Вăл сăваплă вырăна килсе йывăçсен хӳттинче канса, сиплӗ шыв ӗçсе, вăй илсе килӗсене таврăнас вырăнне çынсем кăмăлсăррăн апокалипсисри ӳкерчӗке сăнаççӗ. Хăвăрт шăвăнакан хуртсем пур çӗрте те. 
Чăрăшсем çине те тапăнаççӗ. 
Биологсем сăнанă тăрăх, пурçăн хурчӗн попоуляцийӗ темиçе çула пӗрре вăйлă ӳссе каять. Хуртсем хирсем çине ытла тапăнмаççӗ, мӗншӗн тесен вӗсене агрофирмăсем наркăмăш сапса хурт-кăпшанкăран тасатса тăраççӗ. Хӳтлӗхсӗр вăрмансем çулçă çиекен кӗтмен хăнасенчен шар кураççӗ. Инкеке лекнӗ регионсен шутӗнче Тутарстан кăна мар, Владимир, Рязань, Новосибирск, Ульяновск облаçӗсем тата Пушкăртстан. 
«Пурçăн хурчӗсем йывăç тунисене çимеççӗ, кăçал çаралса юлнă йывăçсем тепӗр çул çулçă кăлараççех», – тесе лăплантарма тăрăшаççӗ чиновниксем хумханакан граждансене. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев