Пӑлхав-и, пӑлхав мар-и, сесси вӑхӑтра иртмелле
Казахстанри студентсем валли ХФУ дистанцири сесси ирттерӗ
"Хусанти федераллӑ университетра, Елабугӑри тата Ҫырчаллинчи филиалсене шута илсен, Казахстан Республикинчен пурӗ 579 ҫын вӗренет. Хальхи вӑхӑтра вӗсенчен 235-шӗ Раҫҫей Федерацийӗн тулашӗнче", – тесе пӗлтернӗ ХФУ пресс-службинче.
Хальхи вӑхӑтра университет хайӗн Казахстанри студенчӗсемпе ҫыхӑну йӗркелет. Кирлӗ пулсан, вӗсем валли экзамен сессине дистанциллӗ майпа йӗркелӗҫ.
Казахстанра кӑрлач уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче массӑллӑ хирӗҫлев акцийӗсем иртнӗ. Хальхи вӑхатра сӗршыври авиаҫыхану майӗпен йӗркеленсе пырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев