Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗлтӗр Хусанта кунне 40 çынна пытарнă, районсенче 3, кăçал икӗ хут ытларах

ТР Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвӗсемпе, кăçал республикăра вилекенсен шучӗ иртнӗ çултипе танлаштарсан, 8,2 процент ытларах пулать

Пӗлтӗр Тутарстанра 27,2 пин ача çуралнă пулсан, кăçалхи прогноз – 26,9 пин. Çуралакансем 1,3 процента чакаççӗ, вилекенсен кăтартăвӗсем тӳнтерле. Пӗлтӗр республикăра 33 пин çын вилнӗ пулсан, кăçалхи прогноз – 35,8 пин. Ватăсем нумай вилеççӗ теççӗ, анчах шел пулин те, хальхи вăхăтра, вăтамран илсен 40-65 çулти çынсем çӗре кӗреççӗ. Вӗсене ватă теме иртерех-ха.

Хусанти пытаракан бюросен ертӳçисенчен пӗрин Радик Мустафинăн сăмахӗсемпе, Тутарстанăн шӗкӗр хулин масарӗсенче кунне 75-100 çынна пытараççӗ, районсенчи масарсем 10 çынна йышăнаççӗ. Пӗлтӗр Хусанта кунне 40 çынна пытарнă, районсенче 3. Вилеслӗхӗн ӳсӗмӗ ниепле те 8,2 процент кăна пулма пултараймасть. Коронавируспа чирленисенчен 70 проценчӗ – ӗçлекен çынсем,

Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн кăтартăвӗсемпе, сентябрьте учительсен хушшинче чирлесси 28 процента ӳснӗ, патшалăх служащийӗсен хушшинче 19 процента, пенсионерсен хушшинче – 12 процента. Çынсем отпусксенчен таврăнсан, сентябрьте республикăри ӗç коллективӗсенче коронавирусăн 312 «вучахне» палăртнă, августра кăна çак кăтарту 282 пулнă.

Чирлекенсен тата вилекенсен шучӗ ӳснипе Тутарстанра тата ытти регионсенче чарусем кӗртме хистенӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев