Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗлтӗр Раççейӗн 5 миллион çынни Турцире каннă

Унта вӗсем 46 миллиард тенкӗ хăварнă. Çав вăхăтра Тутарстанри туристсен юхăмӗ 3,7 миллион çын кăна пулнă.

Республикăра мӗнле çӗнӗ туризм вырăнӗсем пуласси пирки, çак отрасльри йывăрлăхсем пирки ТР Патшалăх Канашӗн Экономика комитечӗн ларăвӗнче канашланă.

Тутарстана Турцирен сахалтарах турист килнипе кăмăлсăр депутатсем пирӗн патра мӗншӗн апла мар тесе ыйту панă.

Туризмпа патшалăх комитечӗн ертӳçин Сергей Ивановăн сăмахӗсемпе, 4-5 çултан пирӗн республикăна та 5 миллион турист килме тытăнать, мӗншӗн тесен хăнасен шучӗ çулсерен 7-8 процента ӳссе пырать.

«Енчен те пирӗн пата кăçал 5 миллион çын килсен, пирӗн инфраструктура çакна чăтаймасть: хаксем ӳсеççӗ, пахалăх чакать. Пире çакă кирлӗ мар. Туристсен шучӗ майӗпен ӳссе пырсан, эпир çапла майӗпенех инфраструктурăна та ӳстерсе пыраятпăр. Ун пек хăнасем тепӗр çул хăйсем кăна мар, юлташӗсене те Тутарстана илсе килӗç», – тесе палăртнă Сергей Иванов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев