Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗлтӗртенпе пенси 2842 тенке ӳснӗ

Икӗ хутчен индексациленӗ хыççăн страховой пенсин вăтам калăпăшӗ 2842 тенке ӳснӗ.

Çакăн пирки РФ Социаллă фончӗн Тутарстан Республикинчи Уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин ведомство коллегийӗн ларăвӗнче пӗлтернӗ. 


Пӗлтӗрхи январь уйăхӗнчен пуçласа ӗçлемен пенсионерсен страховой пенсийӗсене 4,8 процента индексациленӗ. 2024 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен — 7,5 процента. 


Э. Вафин каланă тăрăх, пӗлтӗр 34 пин ытла пенси палăртнă. 2023 çул вӗçне Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен пенсийӗн вăтам калăпăшӗ 38, 2 пин тенке (çарта аманса инвалида тухнисен), 49,7 пин тенке (Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен) тата 34, 7 пин тенке (вăрçăра вилнисен тăлăх арăмӗсен) çитнӗ.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА .

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев