Пневмонийăпа чирлекенсем нумайланнă
Республикăра эрне хушшинче ӳпке чирӗпе чирлекенсен шучӗ 15 процента ӳснине пӗлтерчӗ Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин ҫумӗ Любовь Авдонина «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире.
«Тӗпрен илсен, теветкеллӗх ушкӑнне икӗ çултан кӗçӗнрех ачасемпе 60 çултан аслӑрах ватӑ çынсем кӗреççӗ», – каласа хăварчӗ санитари тухтăрӗ.
Инфекцие пуçарса яракансем – пневмококк, микоплазма тата стафилококк. Пневмони гриппа тата ОРВИпе чирленӗ хыççăн та аталанма пултарнине каларӗ Любовь Авдонина.
Вăл ватă çынсене массăллă мероприятисемпе обществăлла вырăнсенчен пăрăнса çӳресен сывлăхшăн усăллăрах пулнине аса илтерчӗ. Анчах кун пек вырăнсене каймаллах пулсан маска тăхăнма сӗнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев