Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Почтальонка – чи кӗтнӗ хăна

Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи çыхăну уйрăмӗн пуçлăхӗ Альбина Айнулова каланă тăрăх, Ольга Карсакова хăйӗн ӗçне яланах вăхăтра, питӗ юратса, тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлать. Ун пирки çынсем нихăçан та япăх сăмах каламан. Кашни çынпа хăвăрт пӗр чӗлхе тупать уçă кăмăллăскер. Ахальтен мар Ольга Владимировнăна лайăх ӗçленӗшӗн пӗрре мар «Татарстан почтасы» Почта çыхăнăвӗн управленийӗ Тав хучӗпе чысланă.

Ольга Владимировна Карсакова (Иванова) акă ӗнтӗ 17-мӗш çул Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи çыхăну уйрăмӗнче почтальонка пулса ӗçлет. Вăл Ивановсен йышлă çемйинче çуралнă – çемьере виçӗ ывăл та пилӗк хӗр ӳснӗ. Ольга – чи кӗçӗнни. Аслисене хисеплеме, ӗçе юратма, çемьене хака хума Ольга мӗн ачаран вӗреннӗ. 

Вăл хăй те икӗ ача амăшӗ. Хӗрӗ Екатерина гражданла авиаци институтне пӗтернӗ, Ульяновскри аэропортра ӗçленӗ, халӗ ачине воспитани парать. Ывăлӗ Илья программиста вӗреннӗ, салтака кайса килнӗ хыççăн Ульяновскра ӗçлет. Мăшăрӗ Дмитрий агрофирмăра сӗт турттарать. 

Пӗр çуртра икӗ Ольга – хунямăшӗпе кинӗ – килӗштерсе пурăнаççӗ. Кил хуçалăхӗнчи ӗçсене пӗрле тăваççӗ. Ваттипе çамрăкки пӗр-пӗрне çур сăмахранах ăнланаççӗ. 

Ольга Владимировна 2007 çулхи октябрьтенпе почтальонка пулса ӗçлет. 

– Мана ун чухнехи почта пуçлăхӗ Нина Павловна Кузнецова ӗçе илчӗ. Унтанпа эпӗ акă ӗнтӗ пиллӗкмӗш пуçлăхпа ӗçлетӗп. Акă вӗсем: Елена Головина, Ольга Алякина, Светлана Мискина. Паян пӗчӗк коллективра Çӗнӗ Чукал ялӗнче пурăнакан Альбина Айнуловăпа пӗрле ӗçлетпӗр, – тет  Ольга Карсакова хăйӗн ӗçӗ пирки каласа панă май. 

Çыхăну уйрăмӗнче хальхи вăхăтра виçӗ почтальон тăрăшать. Ольга Карсаковăпа пӗрле Ирина Ефимова тата Ирина Айзатулова ӗçлеççӗ. Тунтикун, юнкун тата эрнекун вӗсем хăйсен тивӗçӗсене туллин пурнăçлаççӗ: хаçат-журнал, çурт-йӗршӗн тӳлемелли квитанцисем, çырусем валеçеççӗ. Çавăн пекех тӗрлӗ тавар та сутаççӗ. 

Почтальонăн тивӗçӗсенчен пӗри – тивӗçлӗ канури çынсене пенси укçи парасси. Пенсионерсем çав кун почта ӗçченне чи хаклă хăнана кӗтнӗ пек кӗтеççӗ. Паллах ӗнтӗ, пичет кăларăмӗсене çырăнтарассипе те план пур почтальонăн – районти, республикăри хаçат-журналсене май килнӗ таран ытларах çырăнтарма тăрăшать Ольга Владимировна. 

Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи çыхăну уйрăмӗн пуçлăхӗ Альбина Айнулова каланă тăрăх, Ольга Карсакова хăйӗн ӗçне яланах вăхăтра, питӗ юратса, тӳрӗ кăмăлпа пурнăçлать. Ун пирки çынсем нихăçан та япăх сăмах каламан. Кашни çынпа хăвăрт пӗр чӗлхе тупать уçă кăмăллăскер. Ахальтен мар Ольга Владимировнăна лайăх ӗçленӗшӗн пӗрре мар «Татарстан почтасы» Почта çыхăнăвӗн управленийӗ Тав хучӗпе чысланă. 

Хамăрăн почтальонкăна çирӗп сывлăх, телей, çемьере килӗшӳлӗх, ӗçре çӗнӗ çитӗнӳсем тума сунас килет. 

 

Геннадий КАРСАКОВ,

Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Ветерансен канашӗн председателӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев