Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Поездсем çӗнӗ графикпе çӳреме пуçлаççӗ

Раççей чукун çулӗсем çинче декабрӗн 10-мӗшӗнчен поездсем çӳрес çӗнӗ график ӗçлеме пуçлать. Вăл çулталăк хушши вăйра пулӗ. Çакăн пирки «Татар-информ» информаци агентствине Горький чукун çулӗн Хусанти пресс-служби пӗлтернӗ.

«Горький чукун çулӗ çинче инçете каякан 115 мăшăр пассажирсем турттаракан поезд çӳрӗ. Ку халичченхи графикрипе танлаштарсан 6 ытларах. Пассажирсене турттаракан поездсен составӗсене ӳстерессипе те ӗçлетпӗр», — тенӗ пресс-службăра. 


Çӗнӗ графике регионсен хушшинчи маршрутсене аталантарас тесе тӗплӗн шутласа йышăннă. Тӗслӗхрен, Хусантан Мускава хушма поездсем янă.

Имеретински курортсене çӳрекен поездсем те халӗ частарах çӳрӗç. Çавăн пекех çӗнӗ маршрутсемпе çӳрекен поездсем те пуррине палăртмалла: Мускав — Владивосток, Саратов — Мурманск, Мускав — Тюмень, Пермь — Мускав, Екатеринбург — Кисловодск, Тюмень — Кисловодск.

 
Декабрӗн 13-мӗшӗнчен Чулхулапа Минск хушшинче уйрăм кунсенче поездсем çӳреме пуçлаççӗ. 


Горький магистралӗнче поездсен хăвăртлăхне ӳстерес тӗлӗшпе ӗçсем илсе пыраççӗ. Хусантан Çӗнӗ Уренгоя çӳрекен поездăн хăвăртлăхӗ 4 сехете кӗскелнӗ, Санкт-Петербургран Хусана килекеннин — 2,5 сехете, Хусантан Санкт-Петербурга каяканнин — 55 минута.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев