Пограничник халăх асӗнче юлӗ
Çар командованийӗ ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă Николай Игнатьев гварди ефрейтора (позывнойӗ Игнат) çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кӑтартнӑшӑн вилнӗ хыççăн Паттӑрлӑх орденӗпе наградăланă, пӗлтӗр ноябрӗн 28-мӗшӗнче наградăна мăшăрне пачӗç.
Николай Николаевич Игнатьев 1973 ҫулхи майăн 21-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче çуралнă. Ултӑ ывӑлтан кӗҫӗнни вăл. 1985 ҫулта ашшӗне Николай Васильевича ҫухатни тарӑн йӗр хăварсан та пулас паттăрăн чун çирӗплӗхне хуҫайман. Николай Матакри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Ҫӗпрелӗнчи 90 номерлӗ професси училищине вӗренме кӗрсе ӗç профессийӗн хӑнӑхӑвӗсене алла илнӗ.
1991 çулта çар ретне тăрать, пограничник пулса патшалăх чиккине сыхлать вăл. 1993 ҫулта Николайăн Таджикистан Республикин территорийӗнчи хирӗçтăрăва та хутшӑнма тӳр килет, ҫакӑ унӑн професси тата харпӑр аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ тапхӑр пулса тӑрать. Ҫак опыт унӑн çар службин хакне тата Тӑван ҫӗршыв умӗнчи яваплӑха тарӑн ӑнланма май парать.
Ҫар тивӗçне пурнăçласа таврăннă хыҫҫӑн, 1994 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнче, Николай шкулта вӗреннӗ çулсенченех туслă çӳренӗ тăван ял хӗрӗпе Иринӑпа çемье çавăрать. Салтакра чухне йывăр чирленӗ амăшӗ Лидия Ивановна ăна кӗтсе илсе туйра ҫамрӑк мӑшӑра пил пама ӗлкӗрет-ха, анчах кун хыççăнах пурнăçран уйрăлса каять. Николай тӑван хуçалăхра механизатор пулса ӗҫлет. 1994 ҫулхи ноябрь уйăхӗнче Игнатьевсен ҫемйинче пӗрремӗш ача – хӗр ҫуралать, çамрăк мăшăр Николайăн амăшӗн ячӗпе ăна Лидия ят хурать.
Тӑван ялта ӗҫ пулманнипе Мускава ӗҫлеме ҫӳреме тивет Николайăн. 2006 ҫулхи мартăн 4-мӗшӗнче тепӗр хӗрӗ Клара, 2008 ҫулăн августăн 4-мӗшӗнче кӗтнӗ ывӑл Игнат ҫут тӗнчене килеççӗ унăн.
Пурнăç малалла шăвать. 2020 ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче Николайăн мӑнукӗ Варвара ҫуралать. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр Николай пурнăçа малалла сӗтӗрет, çаплах Мускава ӗçе çӳрет. Чăн та, 2020 ҫулхине Мускав метрополитенӗн строительствинче ӗçленӗ вăхăтра, çӳлтен ӳксе чутах вилӗмрен юлать. Йывăр суранлансан та сывалса ура çине тăма хал çитерет, каллех ӗçе пуçăнать. Анчах курмалли малта пулнă-ха унăн. Тăван çӗршывăн патриочӗ пулнăскер, ятарлă çар операцийӗ пуçлансан хӗрринче юлаймасть, 2023 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Оборона министерствипе контракт çырса хăй ирӗкӗпе фронта каять.
Николай Самарăри «Черные Гусары» 15-мӗш уйрăм бригада йышӗнче неонацистсене хирӗç кӗрешет. 2023 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче йывӑр аманать. Юлташӗсемпе икӗ кун, аманнӑ пулин те, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахмасть. Вилючинскри госпитальте суранӗсене сипленӗ чухне, 2023 ҫулхи ноябрӗн 23-мӗшӗнче, Николай Игнатьевӑн тата тепӗр мӑнукӗ – Ульяна ҫуралать. Мăнукне вӑл килне реабилитацие таврăнсан алăра тытса курма ӗлкӗрет. Суранӗсем туртăнсанах ятарлă çар операцине тепре каять. Килне сывă таврăнаймассине чунӗ сиснӗ пекех Николай хальхинче ҫемйипе питӗ йывăррăн уйрăлать.
2024 çулхи февралӗн 6-мӗшӗнче ҫемйипе юлашки хут ҫыхӑнăва тухсан задание каяссине пӗлтерет. Февралӗн 7-мӗшӗнче вӗсен ушкăнӗ Донецк енчи Ясиноватски районӗнчи Красногоровка ялӗн хӗррипе ҫар позицине тухать. Шел, февралӗн 8-мӗшӗнче артобстрел вӑхӑтӗнче Игнат позывнойлă салтак юлашӗсемпе çыхăнăва тухма пăрахать, çав кун вăл паттӑррӑн пуç хурать...
«Атте хăй пограничник пулнипе мăнаçланатчӗ. Ырă чунлă ҫынччӗ вăл пирӗн. Килти ӗҫсене манса, яланах тӑванӗсене пулӑшма васкатчӗ. Питӗ тараватчӗ, аслисене хисеплетчӗ, ачасене питӗ юрататчӗ. Кирек мӗнле лару-тӑрура та вӑл хӑйӗн ҫинчен мар, ыттисем ҫинчен шухӑшлатчӗ», – тесе калаçать ун пирки хӗрӗ Лидия.
(Рашит Фатхуллов. Сăнӳкерчӗк «Тăван ен» хаçат сайтӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев