Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр эрнере 11,6 пин çын чирленӗ

Тутарстанра эпидемиологи лару-тăрăвӗ сезон шайӗнче юлнине, юлашки эрнере республикăра гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 11 635 тӗслӗхе шута илнине Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Ведомство пӗлтернӗ тăрăх, чирлекенсен кăтартăвӗ иртнӗ эрнерипе танлаштарсан 3,9 процента чакнă, эпидеми чиккинчен 47,9 процент сахалрах. Чирлекенсен хушшинче 21,9 проценчӗн грипп вирусне тупса палăртнă.

Роспотребнадзорта аса илтернӗ тăрăх, чирлесен – пысăк температура, ӳслӗк е сунас пулсан – килте юлмалла, тухтăра чӗнтермелле. Ку инфекци сарăлнине чарма, чир шала кайнине чакарма пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: роспотребнадзор грипп