Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр эрнере республикăра пулнă 9 аварире 16 çын вилнӗ

Республикăри çулсем çинчи лару-тăру юлашки вăхăтра сисчӗвлентерет. Пӗр эрнере пулнă 9 аварире кăна 16 çынна ӗмӗрлӗхех çухатрăмăр, çулталăк пуçланнăранпа вара — 140-шне. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 38 çын ытларах ку. Юлашки 10 çулта çулсем çинче вилеслӗх чакса пыратчӗ пулсан, кăçал ӳсни сисӗнет.

Республикăн патшалăх автоинспекцийӗн ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçлакан Айрат Самигуллин «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан çакна чăн малтан водительсен машина çӳретес культури чакнипе çыхăнтарчӗ: хирӗç çул çине тухаççӗ, хăвăртлăха пăхăнмаççӗ, хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çыхăнмаççӗ тата ӳсӗрле (е ывăнса) руль умне лараççӗ.

Июнӗн 20-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Емелькино ялӗ çывăхӗнче те акă «ВАЗ 2115» машина водителӗ ӳсӗрле руль умне ларман-тăк, тепӗр машинăпа çапăнса харăсах 5 çын вилместчӗ. «4-мӗш категориллӗ, талăкне 100 машина та иртмен çак çул çинче авари пулассине никам шутлама та пултарайман, анчах пӗр водителӗн айăпӗпе тепӗр 4 çыннăн пурнăçӗ татăлчӗ. Экспертиза килмен-ха, çапах вăл ӳсӗр пулни куçкӗрет, салонӗнче ӗçсе пӗтермен сăра кӗленчине асăрхарăмăр», — терӗ спикер.

Тепӗр инкек Павлă районӗнче пулнă. Кунта аварире харăсах виçӗ çыннăн «Renault Logan» водителӗпе пассажирӗ тата «Renault Sandero» пассажирӗн пурнăçӗ татăлнă, пӗр çын кăна сывă юлайнă.
Спикер аварисен сăлтавӗсене асăннă май çак 16 çынран 10-шӗ машинăсем хире-хирӗç çапăннипе вилнине палăртрӗ.

 Водительсенчен чылайăшӗ хăй вăйне, транспорт майӗсене тата çанталăк условийӗсене шута илмест. Мензеле районӗнче икӗ çын (мăшăр) çумăр вăхăтӗнче умри машинăран пысăк хăвăртлăхпа иртме хăтланса машинине итлеттерейменнипе «ГАЗельпе» çапăннă. Сывă юлма вӗсен шанăçӗ пулман. «Кашни водителе чӗнсе калатăп, умри машинăран пăрăнса иртмелли маневр валли 100 метр кăна çителӗксӗр, сахалтан та 300 метртан кая мар кирлӗ. Умра нимӗнле машина та çук пулсан кăна хирӗç çул çине тухма сӗнетпӗр, мӗншӗн тесен пирӗн кашнин физиологийӗ тӗрлӗрен, инçеше кашниех тӗрӗс палăртаймасть», — тесе асăрхаттарчӗ кун пирки спикер.
Çулла хӗрсех пынă вăхăтра велосипедистсен шучӗ куллен ӳсет. Çул-йӗр правилине пăхăнсанччӗ вӗсем. Иртнӗ эрнере Çӳлтупа Тукай районӗсенче икӗ велосипедист машина кустăрми айне пулнă, иккӗшӗ те çул урлă велосипедне çавăтса каçас вырăнне çӳресе пынă, çитменнине хăйсем çинче çутта тавăракан япаласем те, хӳтлӗх хатӗрӗсем те пулман.

Шел те, çуран çӳрекенсен те тепӗр чух васкани ытла хака ларать. Июнӗн 19-мӗшӗнче çӗрле пӗр сехетсен тӗлӗнче Ешӗлвар районӗнче 36-ри çын ятарласа çул урлă каçмалли вырăн патне 150 метр утма ӳркенсе юраман вырăнта трасса урлă чупса каçма хăтланнă. Ун çинче те çутта тавăракан пӗр япала та пулманран «Ниссан» машинăн водителӗ ăна ниепле те асăрхаса ӗлкӗреймен.

Çав кунах ирхине тепӗр хăрушă инкек Хусанта пулнă. Транспортпа çӳреме прави çук 23-ри çамрăк «Лада гранта» машинăпа сехетне 129 километр хăвăртлăхпа пынăскер, кӗпер юпи çине пырса тăрăннă та çаврăнса ӳкнӗ. Салонра çав вăхăтра 6 пассажир таранах ларса пынă. Çак 7 çынран улттăшӗ, çав шутра водитель хăй те, аманнă, пӗр пассажирӗ вилнӗ. Турă сыхланипе кăна пуль çав вăхăтра пӗр çуран çӳрекенпе автомобилист та шар курман.
 Салонра ларса пынисем пурте пӗлнӗ вӗт-ха унăн прави çуккине, çапах та никам та чарман. Емелькино патӗнче пулнă хăрушă авари тунă водитель пирки те çавнах каламалла. Шăп çак сăлтавпах Айрат Самигуллин граждансене тимлӗрех пулма ыйтрӗ, ӳсӗрле руль умне ларакансене асăрхасанах ПАИн тТелеграмри каналӗнче çырса е дежурный чаçе 8 (843) 533-38-88 телефонпа шăнкăравласа пӗлтерме ыйтрӗ. Ку чăн малтан водителӗн хăйӗн тата çул-йӗр юхăмне хутшăнакансен пурнăçне çăлса хăварма кирлӗ. (Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА тата «Ял пурнăçӗ хаçатран». 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проишствие