Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр гектартан 58 центнер

ТР Раисӗ Рустам Минниханов августăн 13-мӗшӗнче ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗпе Марат Зяббаровпа тата Теччӗ районӗн администраци пуçлăхӗпе Рамис Сафиулловпа пӗрле Пăхăрçă ялӗн çывăхӗнче механизаторсемпе тӗл пулса вырмара палăрнă комбайнерсене чысланă.

Рамис Сафиуллов сăмахӗпе, Теччӗре 18,6 пин гектарти тырпула пухса кӗртнӗ ӗнтӗ. Тухăç япăх мар кăçал — гектартан 58 центнер. Хирсене тухакан 120 комбайн куллен 4,5 пиншер тонна тырпула пухса илет. Çанталăк чăрмантармасан вырмана вӗсем августăн 30-мӗшӗ тӗлне вӗçлес шутлă. Кунсăр пуçне район кӗрхи тырăсене акма тытăннă. Кӗçех сахăр чӗкӗнтӗрне те кăларма тухӗç. Кăçал теччӗсен 8,7 пин гектарти пылак тымар çимӗçе пухса илмелле. Хальлӗхе пӗр гектартан 500 пин тонна ытла тухăç тухасса шантарать.


«Теччӗ районӗ тухăçлă та тăрăшуллă ӗçпе тӗслӗх кăтартать. Тырпул пухнă çӗрте кăна мар, пӗтӗмӗшле агропромышленность комплексӗнче лайăх кăтартусем сирӗн. Паянхи тӗп тӗллев — тухăçа хăвăрт та лайăх пухса илесси. Кӗрхи тырăсен аки те пуçланать. Ăнăçу сире!» — тенӗ Рустам Нургалиевич Теччӗ районӗнчи ял хуçалăх ертӳçисене тав тунă май.
ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби хыпарланă тăрăх, 2 миллион та 216 пин тонна тырра пухса кӗртнӗ, ку вăл пӗтӗмӗшле лаптăкăн 42 проценчӗ. Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç хальлӗхе 42,5 центнер.

Сăнӳкерчӗк ТР Раисӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество