Пӗр кунлӑха велосипедпа усӑ курма сӗннӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр кунлӑха велосипедпа усӑ курма сӗннӗ

Май уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тутарстанра çулсерен иртекен Пӗтӗм Раççейри «Ĕçе — велосипедпа» акци иртет.

Пӗлтӗр акци Раççейри 39 регионта иртнӗ. Унта 450 ытла компанин 1,2 млн ытла ĕçченĕ хутшăнма кăмăл тунă.

Велосипедпа ӗçе е вӗренме кайма шут тытнисем валли «энергетика точкисем» те ĕçлĕç. Ятарласа тунă вырӑнсенче акцие хутшăнакансене волонтерсем кӗтсе илӗç, парнесем парĕç. Вĕсем Хусанта, Анат Камăра, Камские Полянынче уçӑлӗç.

 


общество

Нет комментариев