Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пĕр кунра 94 авари

Иртнӗ вырсарникун, августăн 20-мӗшӗнче, Хусанти çулсем çинче кăна 94 инкек пулнă. Çуран çӳрекен, транспорт çине кӗрсе кайнипе тата машинăсем çапăннипе виçӗ çын аманнă.

Автоинспекторсем çав кунра руль умне ӳсӗрле ларнă 12 водителе тата транспортпа çӳреме прави çук ултă çынна тытса чарнă. Хусанта пулнă пӗр тӗслӗх вара пуçа шăнăçмасть. Вил ӳсӗр автоледи хăй мӗнле çулпа пынине те ăнланман пулмалла, хирӗç килмелли йăрăмпа Закиев урамӗнчен Сахаров урамне тухнăскер Volkswagen çине пырса тăрăннă, хăй вара çул варринчех машинине пăрахса хăварнă. Анчах автоинспекторсенчен пурпӗр инçе тарайман. Ӳсӗрле машина çӳретнӗшӗн унăн правине тахçанах илнӗ пулнă иккен.

 Августăн 19-мӗшӗнче Тури Услон районӗнчи çул çинче те автоледи инкеке лекнине пӗлтерет ПАИ пресс-служби. «Лада Калинăпа» пысăк хăвăртлăхпа пыраканскер, машинине итлеттерейменнипе çул айккине чăмнă. Шел те, сывă юлайман, хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çыхăнман пулнă вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность