Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Пӗр тан майсен çуртӗнче» ачасене пахча çимӗç лартса ӳстерме вӗрентетпӗр

Март уйăхӗнче акнă ӳсен-тăран шăтасса ачасем чăтăмсăр кӗтрӗç. Халӗ ӗнтӗ чечеке ларасса, çимӗç парасса кӗтетпӗр. Атьсем вара пӗрмай пăхкаласа тăрӗç. Хунавсене вӗт шăвармалла, каçхи сивӗрен витмелле.

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», — тенӗ ваттисем. Çакна «Пӗр тан майсен çуртӗнче» лайăх пӗлеççӗ, çавăнпа та кашни ăшă куна усăллă ирттерме тăрăшаççӗ. 


Май уйăхӗн вӗçӗнчи пӗр ăшă кун Аксури «Нежность» социаллă тивӗçтерӗвӗн комплекслă центрӗн çемьепе ачасен социаллӑ тивӗçтерӗвӗн уйрӑмӗн специалисчӗсем атьсене пахчана илсе тухрӗç. Ӗçӗ нумай — чечексем, помидор, пăрăç лартмалла.


Малтан специалистсем тата Екатерина Васильева волонтер ӗçе мӗнле пурнăçламаллине ăнлантарчӗç: çӗре кăпкалатмалла, чавса пӗчӗк шăтăк тумалла, калчасене тӗрӗс лартмалла — ытла тарăн та, çиеле те хăварма юрамасть. 


Ачасем çанă тавăрсах ӗçе пикенчӗç. Хунавсене питӗ асăрхануллăн тыткаларӗç. Çав вăхăтрах хăйсен аллипе çак ӗçе тăвайнăшăн мăнаçланни сисӗнчӗ.
Аппаланнă хушăра атьсем пахча ӗçӗпе интересленсе ыйтусем пачӗç. Вӗсем интересленни специалистсемшӗн уйрăмах кăмăллă.


Март уйăхӗнче акнă ӳсен-тăран шăтасса ачасем чăтăмсăр кӗтрӗç. Халӗ ӗнтӗ чечеке ларасса, çимӗç парасса кӗтетпӗр. Атьсем вара пӗрмай пăхкаласа тăрӗç. Хунавсене вӗт шăвармалла, каçхи сивӗрен витмелле.


Эпир вара хавшакрах сывлăхлă атьсен пурнăçне илемлетме, вӗсене тӗрлӗ ӗçе, унтан та ытларах, хăйтӗллӗнлӗхе вӗрентме тăрăшса занятисене интереслӗрех ирттерме тăрăшăпăр.


Ольга МАКАРОВА.


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев