Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗпрел районӗнчи 6 яла цифра телевиденийӗ ҫитмест

Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен редакци ТР Информатизаципе ҫыхӑну министерствинчен сӑлтавсене ӑнлантарса пама ыйтрӗ

Октябрӗн 14- мӗшӗнче Тутарстан Республики аналоглӑ телевещанинен цифрӑлли сине куҫӗ. Паян республикӑра цифрӑлла эфирӑн 87 станцийӗ ӗҫлет. Сак сеть республикӑра пурӑнакан ҫынсен 99,2 процентне 20 канала тӳлевсӗр пӑхма май парать. 

Специалистсем тӗпченӗ тӑрӑх, 32 районти 160 яла цифрӑлла эфирӑн сигналӗ ҫитмест е япӑх кӑтартать. Ҫак ялсем телесигнала трансляцилекен станцисенчен ытла инҫетре вырнаҫнипе ку. Ялсен списокне ТР Информатизаципе ҫыхӑну министерствин сайтӗнчи "Цифровое телевидение" ярӑмӗнче пичетленӗ. Ҫӗпрел районӗнче ку Анат Чакӑ, Кивӗ Чакӑ, Тутар Тюки, Шатӑршан, Тури Чакӑ, Куршанкӑ Шӑхаль, Кӗҫӗн Аксу, Ҫӗнӗ Чукал ялӗсем. 

Сак ялсенчен 624 кил хуҫалӑхӗ, вӗсенчен 563-шӗ тӳлевлӗ телевидени сетӗсемпе усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсем е кабельлӗ телевидени пӑхаҫҫӗ, е спутник урлӑ, е IP-TV. Ҫавӑнпа та аналоглӑ телевидени ӗҫлеме чарӑнни вӗсем сине витӗм кӳмест. Ыттисем цифрӑллӑ телевидение спутник оборудованине вырнаҫтарсан курма пултараҫҫӗ. Паллах, малтан вӗсен спутник турилккине туянма тивет, ҫапах кайран 20 канала тӳлевсӗрех курма пулать. Енчен те асӑннӑ ялта пурӑнакан унччен спутник телевиденине вырнаҫтарса ӗлкӗрнӗ пулсан, тӳлевсӗр 20 каналлӑ тариф сине вӑл спутник турилккине улӑштармасӑрах куҫма пултарать. Куҫнӑшӑн кӑна 1500-2500 тенкӗ тӳлеме тивет. 

Асӑннӑ ялсенче пурӑнакан сахал тупӑшлӑ ҫынсемшӗн спутник оборудованине туянма компенсаци парӑнать. ТР Минстрсен Кабинечӗн майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ Распоряженийӗ тӑрӑх, енчен те ҫемье тупӑшӗ пӗр ҫын пуҫне 9170 тенкӗрен (прожиточный минимумран) иртмест пулсан, компенсаци туллин парӑнать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровое телевещание