Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗпрелӗнче кушаксем валли завод ӗҫлет

Производство района сывлăш çавăрса яма пулăшнă пекех

  Çӗпрел майӗпен аграри районӗ пек кăна мар, промышленность производстви аталанакан тăрăх пек кăтартма пуçларӗ хăйне. Цеолит производствин предприятийӗн строительстви кунта 2016 çулта пуçланнă. Çак тăрăх тытăмӗнче цеолит пур породăсемпе пуянни тахçанах паллă пулнă-ха, тытăнса ӗç тăваканӗ пулман. Инвестици проекчӗ «Цеолиты Поволжья» акционерсен обществине интереслентерсе янă. Вӗсем пуçарса янă та производствăна. Паянхи кун Тутар Шатăршанӗнче вырнаçнă завод та, район центрӗнче уçăлнă производство цехӗ те тӗрӗс-тӗкел ӗçлесе пыраççӗ. Заводăн пӗр линийӗ кăна сехетре çирӗм тоннăна яхăн цеолит тирпейлес хăватпа ӗçлет. Чӗр тавара кунта вун икӗ фракци таран аллаççӗ.
Заводпа производство цехӗ хута кайни чи малтан çӗнӗ ӗç вырăнӗсем уçăлнипе паха. Ял çамрăкӗсем ытларах ӗç çуккипе тараççӗ те ялтан. Районăн экономика аталанăвне тӗрев пани – тепӗр ырă енӗ.
Цеолит кăларассипе ӗçлекен завод сăртлă вырăнта ларнипе таçтан инçетрен курăнать. Ун çийӗн пӗр куна та тусан пӗлӗчӗ пусăрăнмасть пулмалла. Вăл çӳлелле йăсăрланса хăпарни тавралăха темле чӗрӗлӗх кӗртет, апла ӗç пырать кунта. Завод территорине кӗрекен çӗр лаптăкӗнче тăршшӗпех пӗр тонна ытла та пуль кӗрекен михӗсем лараççӗ. Вӗсене ретӗн-ретӗн те, пӗр-пӗрин çине купаласа та лартса тухнă. Темиçе пинрен те иртет пуль.
Çӗпрелне черетлӗ командировкăна кайсан завода ятарласа çитсе килтӗмӗр. Вăхăт кăнтăрла иртнӗччӗ ӗнтӗ, çавăнпа тӗл пулма калаçса татăлнă тӗп инженер вырăнта çукчӗ ӗнтӗ. Пире карьер пуçлăхӗ тата технолог Владислав Токмаков кӗтсе илчӗ.
– Завод 2017 çулхи февраль уйăхӗнче ӗçлесе кайрӗ. Паянхи кун талăкра 100-150 тонна порода кăларас хăватлăхпа ӗçлетпӗр. Продукцие туянакансем таçтан та килеççӗ, Раççей регионӗсемсӗр пуçне ют çӗршывсенчен те,​ – терӗ​ ​ Владислав Владимирович объектпа паллаштарса.
– Ак çак михӗсенче мӗн? Сутма хатӗрленӗ-и вӗсене? – терӗм хама килнӗренпех канăç паман ыйтăва хускатса.
– Çук, сутма мар, ку цеолита фракциленӗ хыççăн юлни. Хальлӗхе унпа мӗн тумаллине шутламан-ха.
–​ Карьерти пушă вырăнсене каялла тултарма юрамасть-и унпа?
– Цеолитăн пӗр тоннине типӗтме мӗн чухлӗ энерги пӗтернине шута илсен – шел апла тума. Вăхăт çитсен мӗн те пулин шутласа кăлараççех ӗнтӗ.
Владислав Токмаков пӗлтернӗ тăрăх, çак çутçанталăк сорбенчӗпе промышленноçра та, аграри отраслӗнче те усă курма пулать. Паянхи кун унпа шыв тасатнă çӗрте, тăпрана минерализацилеме, выльăх апат-çимӗçне тутăлантарма тата кушак туалетне тултармалли пек усă кураççӗ. Завод малашнехи ӳсӗмсӗр пулмӗ. Вăл пӗчӗк тата вăтам бизнес валли чӗр тавар бази пулса тăрать.
Завод продукцине ют çӗршывсенче те кăмăллани пирки çӳлерех асăннăччӗ. Шанчăклă партнерсен шутне Бахрейна кӗртмелле.
Владислав Токмаков сăмахӗсемпе, завод эрнере 5 кун 3-шер сменăпа ӗçлет. Кашни сменăра 13 çын. Çапла 40-е яхăн çынна кунта ӗç вырăнӗпе тивӗçтернӗ. Ӗç укçин оклачӗ пурнăçланă тивӗçсене кура 7 – 20 пинпе танлашать. Нумаях мар та, ӗç кал-кал пынине кура вăл пӗр шайра тăмӗ ӗнтӗ. Ӗç укçине вăхăтлă тӳлеççӗ, хальччен тытса тăни пулман-ха.
Тутар Шатăршанӗнче вырнаçнă завода курса çаврăннă хыççăн район центрне çул тытрăмăр. Предприятин фасовка цехӗ ӗлӗкхи «Сельхозтехника» паркӗ пулнă вырăнта тӗпленнӗ.​ Унта пире район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин илсе кайрӗ. Çула май, районти тимӗр-тăмăр пуçтаракан предприятин урамри музейӗпе паллаштарчӗ. Мӗн кăна çук кунта?! Чаплă музей.
«Цеолиты Поволжья» акционерлă обществăн цехӗн ӗçӗпе пире кладовщицăра ӗçлекен Юлия Кудрявцева паллаштарчӗ. Цех кушак туалечӗн тултармаллине кăларассипе ӗçлет. Çӗпрел цеоличӗ 85-90 процент таран çутçанталăк минералӗсенчен тăнипе йӗпене те, аван мар шăрша та хăвăрт çăтать. Чӗрчуншăн вăл пач та сиенсӗр, апат хуранне лексен те пӗр сиен те кӳмест. Кушак туалетне тултармаллире ароматизаторсем, консервантсемпе тӗс кӗртекен япаласем çуккипе аллерги памасть. Кушак урине те вараламасть. Çак паха енсене пулах ӗнтӗ Çӗпрелте туса кăларакан продукцие Европăра та питӗ кăмăлланă.
–​ Кунне эпир 18 – 24 поддон чухлӗ продукци туса кăларатпăр. Пӗринче 200 пакет. 3 тӗрлӗ туалет тултармалли производство йӗркеленӗ: нӳрӗке çăтаканнине, кумкаланаканнине тата йывăçран тунине. Пирӗн тавар Мускав облаçне нумай каять, ют çӗршывсене, хамăр çӗршыври пысăк суту-илӳ сечӗсене, – цех ӗçӗпе паллаштарать Юлия Кудрявцева.
Ун сăмахӗсемпе, Çӗпрел продукцийӗ рынокри чаплă таварсемпе тупăшма пултарать. Эрнере кунтан 32 поддон таран кӗрекен 30-35 фура ăсатаççӗ. Ку питӗ лайăх кăтарту.
Юлия кунта январь уйăхӗнчен пуçласа ӗçлет. Хăй вăл Чăваш Çӗпрелӗнчен.
– Ӗçе хăвăрт хăнăхрăм. Ларса тăма вăхăт çук, çавăнпа кичем мар, – йăл кулса калаçрӗ чиперкке кладовщица.
Ӗç чăннипех те пӗр саманта та чарăнмасть кунта. Фасовщиксен аппарат умӗнчен пăрăнма май та çук. Техника хăвăрт ӗçлет, ӗлкӗр кăна. Анчах çак чӗрӗлӗх чуна çӗклет. Производство района сывлăш çавăрса яма пулăшнă пекех. Мӗнле калаççӗ-ха: вӗçӗмсӗр виçӗ япала çине пăхма пулать тесе, çавсенчен пӗри вăл – çын ӗçленине сăнама. Çӗпрелсем вара ӗçлеме пултараççӗ. Цеоличӗн запасӗ çеç ан пӗттӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев