Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрле пухăнса Уява ăсатрăмăр

ЮРЛАТПĂР, ТАШЛАТПĂР, ВИÇӖ ЧӖЛХЕПЕ КАЛАÇАТПĂР

Эпир, Лениногорск хулинче пурăнакан чăвашсем, хамăр йăла-йӗркене тытса пыратпăр. Хулара питӗ нумай мероприяти иртет. Эпир хамăрăн капăр тумсене тăхăнса юрлатпăр, ташлатпăр, кашни кун виçӗ чӗлхепе калаçатпăр. Баян, купăс, тăмра, шăхличӗ каласа халăха савăнтаратпăр. Акă июлӗн 11-мӗшӗнче каçхине те пӗрле пухăнса чăваш Уявне ăсатса ятăмăр. Ӗмӗртен килекен йăла-йӗрке çуллахи Микуларан (майăн 22-мӗшӗ) пуçланать те Питравра (июлӗн 12-мӗшӗ) вӗçленет. Эпир, «Шурă хурăн» фольклор ушкăнӗ, Геннадий Николаевич Садовников ертсе пынипе çак йăлана çирӗп тытса пыратпăр.

34 çул çурă пӗрле ӗнтӗ эпир. Сывлăхпа пурăнсан 35 çулӗ те сисмесӗрех çитӗ ак. Хамăр туслăхшăн савăнса: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» – тесе калас килет. Малашне те çапла пултăрччӗ.

Ольга ОРЛОВА, Геннадий САДОВНИКОВ.

Сăнӳкерчӗксене авторсем ярса панă

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев