Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрлехи патшалăх экзаменӗпе патшалăхăн тӗп экзаменне памалли кунсем паллă

РФ Çутӗç министерствин тата Рособрнадзорăн приказӗсемпе пӗрлехи патшалăх экзаменне (ЕГЭ), патшалăхăн тӗп экзаменне (ОГЭ) тата патшалăхăн кăларăм экзаменне (ГВЭ) 2024 çулта хăçан памалли кунсене палăртнă.

Пӗрлехи патшалăх экзаменне палăртнă вăхăтран маларах парас текенсем мартăн 22-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 22-мӗшӗччен тытма пултараççӗ, тӗп тапхăр — майăн 23-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 1-мӗшӗччен, хушма тапхăр — сентябрӗн 4 — 23-мӗшӗсенче.


Тӗп тапхăрти экзамен тытмалли предметсен кунӗсем çапларах:


Майăн 23-мӗшӗнче — географи, литература тата хими; 


Майăн 28-мӗшӗнче — вырăс чӗлхи; 


Майăн 31-мӗшӗнче — математика;


Июнӗн 4-мӗшӗнче — обществознани;


Июнӗн 7 тата 8-мӗшӗсенче — информатика; 


Июнӗн 10-мӗшӗнче — истори тата физика;


Июнӗн 13-мӗшӗнче — биологи тата ют чӗлхе (çырса);


Июнӗн 17 тата 18-мӗшӗсенче — ют чӗлхе (сăмахпа каласа). 


Июнӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 1-мӗшӗччен пӗрлехи патшалăх экзаменне пур предметпа памалли резервлă кунсем палăртнă.


9-мӗш класс пӗтерекенсемшӗн те патшалăхăн тӗп экзаменне памалли вăхăта виçӗ тапхăр çине пайланă: апрелӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа майăн 18-мӗшӗччен — срокченхи тапхăр, майăн 21-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 2-мӗшӗччен — тӗп тапхăр, сентябрӗн 3 — 24-мӗшӗсенче — хушма тапхăр. 


Патшалăх экзаменӗсене парассипе çыхăннă ыйтусене ахаль çынсемпе, регионсенчи власть представителӗсемпе пӗрре мар сӳтсе явнă. Кун усси пулнах — сӗнӳсене шута илнӗ. Тӗслӗхрен, халиччен 9-мӗш класс пӗтерекенсен майăн 24 тата 25-мӗшӗсенче экзамен тытма тивнӗ-тӗк, кăçал вӗсем ку кунсенче ирӗклӗ пулӗç — «Юлашки шăнкăрава» лăпкăнах уявлама пултарӗç. Тепӗр çӗнӗлӗх — ОГЭ тытакансен кăçалтан экзаменра программăламан калькуляторпа усă курма юрамасть.

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев