Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Проектсене пурнăçа кӗртме 1 миллион тенкӗ таран илме пулать

14-35 çулсенчи социаллă проектсен авторӗсене Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви йӗркелекен «Росмолодежь.Гранты» конкурса хутшăнма чӗнеççӗ. Социаллă пӗлтерӗшлӗ пуçарусене пурнăçа кӗртме 1 миллион тенкӗ таран илме май пурри çинчен ТР çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Молодежь Татарстана. Фото ИА "Татар-информа"

Заявкăсене Раççей тата Абхази Республикин гражданӗсем пама пултараççӗ. Кашни автор проекта 18 номинацирен пӗринче тăратма пултарать. Направленисем  хушшинче – добровольчествăпа çамрăксен пӗрлӗхӗсене аталантарасси, экопросвещени, инклюзи, пултарулăх, спорт тата сывă пурнăç йӗрки, истори астăвăмне упрасси, çемье хаклăхӗсем, çамрăксен медиа, наукăпа технологисем, туризмпа вӗрентӳ.

Заявкăсене сентябрӗн 15-мӗшӗччен «Молодежь России» платформа урлă йышăнаççӗ, унтах конкурс условийӗсемпе паллашма пулать.

Конкурс «Молодежь и дети» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет. Пӗрремӗш сезонра пӗтӗмӗшле 500 миллион тенке яхăн 710 проект укçа-тенкӗ енчен пулăшу илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минмолодежи #МолодёжьРТ #РосмолодежьГранты