Пӗрре вакцинаци тутарнисен 6 уйăхран тепре тутармалла, ун пек шанчăклăрах
Паянхи кун тӗлне республикăра пурăнакан 2293281 çын ковидран вакцина тутарнă. Прививка тутарас текенсемшӗн вакцинаци пункчӗсем ӗçлеме пуçланă та ӗнтӗ. Маларах Сывлăх сыхлав министерствинчен 12-17 çулти ачасем валли вакцина 2021 çул вӗçӗнче республикăна çитмелле тесе пӗлтернӗччӗ. Тӗрлӗ сăлтавсене пула вăл хальлӗхе çитеймен-ха. Праçниксем хыççăнах çитет тесе шутлаççӗ министерствăра.
ТР Сывлăх сыхлав министерствин тӗп эпидемиологӗ, иммунопрофилактика енӗпе специалисчӗ Дмитрий Лопушов каланă тăрăх, пӗрре вакцинаци урлă иртнисен сертификат срокӗ тухиччен пӗр çулталăк кӗтмелле мар, ултă уйăхранах тепре вакцинаци тутармалла, ун пек шанчăклăрах. Ковид каварлă, сертификат срокне пăхмасть. Çитменнине çӗршывра çӗнӗ йышши омикрон текен штамм сарăлать. Вăл, дельтăпа танлаштарсан, тата та хăвăртрах ерет. Тухтăрсем сăнанă тăрăх, коронавирусран вакцина тутарнисем омикрон ерсен те чире çăмăллăн ирттереççӗ, прививка тутарманнисен чир питӗ йывăр иртет.
Сăмах май, омикрона Тутарстанпа кӳршӗллӗ Чулхула облаçӗнче тупса палăртнă. Пирӗн республикăра хальлӗхе çук.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев