Пӗрремӗш класа йышăнас кампанин иккӗмӗш тапхăрӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрремӗш класа йышăнас кампанин иккӗмӗш тапхăрӗ

Шăматкун, июлӗн 6-мӗшӗнче, Тутарстанра пӗрремӗш класа йышăнас кампанин иккӗмӗш тапхăрӗ пуçланать. Кун пирки республикăри регион управленийӗн центрӗ хăйӗн Telegram-каналӗнче пӗлтернӗ.

«Ку çырăнтару тапхăрне ачана пропискăпа çирӗплетмен шкула вырнаçтарас текенсем валли йӗркеленӗ. Вăл сентябрь уйăхӗн 5-мӗшӗччен тăсăлӗ», — палăртнă ЦУРта.

Заявление патшалăх услугисен порталӗ урлă пама юрать. Документсен оригиналӗсене шкула кайса памалла мар, центрта ăнлантарнă тăрăх вӗсене порталтах тӗрӗслӗç.

Анчах та шкула регистрациленнӗ вырăнта суйласа илмесен, вӗренӳ заведенийӗнче пушă вырăнсем юлсан кăна ачана шута илӗç.


Образование

Нет комментариев