Пӗрремӗш тырă Хусантан Китая кайрӗ
Çак кунсенче Хусантан Китай Халăх Республикине 1,9 пин тонна тырă тултарнă пӗрремӗш поезд çула тухнă. Горький чугун çулӗпе кун пек пысăк парти тырă (76 контейнер) яни хальччен пулман-ха.
Байкал леш енчи чугун çул патне çитсен контейнерсене Китая ăсатаççӗ. Горький чугун çулӗн ертӳçин çумӗ Александр Черемновăн сăмахӗпе, «тырă составӗн» хăйне евӗрлӗхӗ – çӗнӗ технологи. Хальччен тырра вакунсемпе кăна турттарнă пулсан, халӗ — лайнер бэгпа (контейнер ăшне хумалли ятарлă хатӗр, вăл пӗрчӗллӗ япаласене тусанран, шăршăран, нӳртен сыхлать) усă курнă.
ТР Фермерсемпе хресчен хуçалăхӗсен ассоциацийӗн председателӗ Камияр Байтемиров РБК Татарстан сайта пӗлтернӗ тăрăх, Китай рынокне тухни Тутарстаншăн çав тери аван. Китай предпринимателӗсем килшӳ тума та килеççӗ, анчах США санкцийӗсенчен шикленнипе бартер тума сӗнеççӗ. Çавăнпа хӗвел тухăçпа суту-илӳ хăçанччен пырасси татăклă мар. Ют çӗршывсемпе суту-илӳ йӗркелени вара Раççее çав тери кирлӗ халӗ. Çӗнӗ логистика, технологисем автомобиль çулӗсене кăштах пушатӗччӗç.
Хальхи вăхăтра Китай енне груз юхăмӗ пысăк. Тиевлӗ машинăсем çулсем çинче, таможньăра чарăнса вăхăт нумай çухатнипе срока ӗлкӗрейменни те пулать. Чугун çулпа вара хăвăрт, шанчăклăрах, апла-тăк бизнесшăн лайăх.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев