Пӑшисене ҫул урлӑ каҫма вӗрентмеҫҫӗ
Тимӗр лезви пек касса пӑрахнӑ кабинӑра водительпе пӗрле унӑн арӑмӗ ларса пынӑ
Тутарстанри фура Пушкӑртстанри трасса ҫинче аварине ҫакланнӑ. Ҫакӑ Ӗпхӳ ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Йывӑр тиевлӗ машина ҫулӗ ҫине сасартӑк пӑши сиксе тухать. Фура водителӗ васкавлӑн тормоз ҫине пуссан та чӗрчун кустӑрма айне пулать. Хытӑ пынӑ ҫӗртен сасартӑк чарӑннипе фура тиенӗ тимӗр листисем шуса машинан кабинине касса пӑрахаҫҫӗ.
Кабинара водительпе пӗрле унӑн арӑмӗ ларса пынӑ. Телее, вӗсем сывӑ. Пӑшине аплах ӑнман. Ҫул ҫинче выльӑх юнӗ нумай пулин те, унӑн вилли "Ватсаппа" юлташсем ярса панӑ паллӑ мар ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсем ҫинче курӑнмасть.
Хула урамӗсенче ҫуран утакансем валли светофор симӗс ҫутӑ ҫутсан, пӗччен хӑй тӗллӗн ҫӳрекен йытӑсем ӑна пӑхса ҫул урлӑ каҫнине час-часах курма пулать. Вӑрманта пӑшисене ҫул урлӑ каҫма вӗрентекен ҫук ҫав.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев