Пӗтӗм халӑх каннӑ вӑхӑтра переписчиксем ӗҫлеме чарӑнмӗҫ
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм халӑх каннӑ вӑхӑтра переписчиксем ӗҫлеме чарӑнмӗҫ

Вӗсем кил-ҫурт хуҫалӑхӗсене яланхи режимпа кӗрсе ҫӳрӗҫ, анчах та вирусран хӳтӗленес тата ҫынсене хӳтӗлес меслетсем вӑйланасси паллӑ

Bӗсене пурне те хӳтӗлев хатӗрӗсемпе, маскӑсемпе тата перчеткесемпе тивӗҫтернӗ.

Ӗҫлемелле мар кунсенче МФЦ-сенче вврнаҫнӑ стационарлӑ перепись участокӗсем яланхи режимпа ӗҫлӗҫ. Вӗсенче переписчиксене килӗнче йышӑнайман е "Патшалӑх услугисен" порталне кӗреймен ҫынсем ҫырава хутшӑнма пултараҫҫӗ. МФЦ-сенче интернета тухма май паракан компьютерсем пур. Ҫынсен хӑйсен килӗ ҫумӗнчи нумай фунциллӗ центра суйласа илме пултараҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри стационарлӑ ҫырав участокӗсен адресӗсене тата вӗсен ӗҫ графикӗсене Тутарстанстат сайтӗнче
https://tatstat.gks.ru/vpn2020 тупма пулать.


Нет комментариев