Пӗр вăхăт Пӗтӗм Раççейри Акатуй кăçал Шупашкарта иртет тесе калаçкаларӗç пулсан та, вăл хальхинче те Мускаврах иртет. Çакăн пирки Чăваш Республикин Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнче пурăнакан чăвашсене хăй ытамне ку хутӗнче те «Сокольники» парк йышăнӗ. Сăмах май, пӗлтӗрхи июлӗн 1-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ Акатуя Тутарстан чăвашӗсем те пысăк делегаципе кайса килнӗччӗ.
Кăçал Пӗтӗм Раççейри чăваш Акатуйӗ июлӗн 6-мӗшӗнче, шăматкун, иртет.
Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев