Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм Раççейри Çемьесене право тӗлӗшӗнчен пулăшу памалли эрне

Тутарстанра июлӗн 7-мӗшӗнчен пуçласа 13-мӗшӗччен Пӗтӗм Раççейри Çемьесене право тӗлӗшӗнчен пулăшу памалли эрне иртет. Ун шайӗнче 150 ытла мероприяти йӗркелени пирки ТР Юстици министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Республикăри кашни районтах тӳлевсӗр юридици консультацийӗсем иртеççӗ. Граждансем патшалăх пулăшăвӗпе тата çăмăллăхӗсемпе, çамрăк çемьесен прависемпе, ачасен интересӗсене хӳтӗлессипе, опекăпа попечительствăпа, çавăн пекех ашшӗ-амăшпе ачисен хушшинчи хутшăнусене йӗркелессипе çыхăннă ыйтусемпе квалификациллӗ право пулăшăвне илме пулать.

Республикăра çавра сӗтелсем, юристсемпе тӗлпулусем, видеолекторисем, тренингсем, тематика вăййисем тата право сехечӗсем иртеççӗ. ТР Раисӗ Рустам Минниханов хушнипе çар çыннисемпе вӗсен çемйисене пулăшасси – тӗп тӗллевсенчен пӗри пулнине палăртнă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен çывăх çыннисем валли ятарлă çутӗç мероприятийӗсем йӗркелеççӗ.

Пӗтӗм Раççейри Çемьесене право тӗлӗшӗнчен пулăшу памалли  эрне кăçал иккӗмӗш çул иртет, ăна Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалланă.

ТР юстици министрӗ Рустем Загидуллин кун пек мероприятисем питӗ кирлине палăртнă. 2024 çулта 1700 ытла мероприяти ирттернӗ, çав шутра семинарсем, çавра сӗтелсем, тренингсем тата право ыйтăвӗсемпе консультацисем. Унта 61 пин ытла çын хутшăннă.

Пӗтӗм Раççейри Çемьесене право тӗлӗшӗнчен пулăшу памалли  эрнинче ирттерме палăртна мероприятисен пӗрлехи планӗпе ведомствăн официаллă сайтӗнче паллашма пулать.

Çемьесене пулăшасси «Çемье» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗçтерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 июля – День семьи, любви и верности #ПравоваяПомощь #Семья #МинюстРТ #Льготы #ЮридическаяКонсультация