Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм Раççейри экодиктант пуçланиччен икӗ эрне юлчӗ

Ноябрӗн 25-мӗшӗнче «Ленин» атом ледоколӗ çинче Пӗтӗм Раççейри экологи диктанчӗ пуçланать. Проект кăçал шучӗпе 6-мӗш пулать.

Çитес Экодиктантра  Раççейӗн усрав территорийӗсене, РФ Хӗрлӗ кӗнекине тата экотуризма тимлӗх уйăрнă. Йӗркелӳçӗсем каланă тăрăх диктанта хутшăнса çӗнӗ фактсене пӗлнисӗр пуçне, экологипе пӗлӳсен тӗрӗслевӗ пулӗ.

Экодиктант ноябрӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 8-мӗшӗччен онлайн-форматпа та  иртет.  Унта хутшăнас тесен сайтра регистраци иртмелле.

Пӗтӗм Раççейри экологи диктанчӗ Федераци Канашӗ тӗрев панипе иртет. Акцие «Экологи» наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнăçлама, халăх хушшинче экологи культурине йӗркелеме тата çутçанталăка сыхласа хăварас ӗçе популяризацилеме ирттереççӗ.

2023 çулта экологи диктантне 182 çӗршывран 5 миллиона яхăн çын хутшăннă. Тăватă пин ытла  офлайн-площадка регистрациленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология Нацпроект «Экология»