Пӗтӗм Раççейри «Семья года – 2026» конкурсра чăваш çемйи çӗнтернӗ
Кăçал çӗршыври чи лайăх çемье ята илессишӗн Раççейӗн 89 субъектӗнчен 11 пин ытла çемье кӗрешнӗ, вӗсен хушшинче жюри чăваш çемйине те палăртнă. Конкурсăн çӗнтерӳçисене Федераци Канашӗн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Аслă Нагаткинра пурăнакан Терентьевсен çемйи «Йӑла-йӗркене сыхлакан çемье» номинацире чи лайăххисем пулнă.
Терентьевсем хӑйсен çитӗнӗвӗсен экспозицийӗпе, йӑх-несӗлӗпе, портфолипе тата видео-визиткӑпа паллаштарнă. Евгений Валерьевичпа Олеся Владимировна наци тата тӗн йӑли-йӗркине упраççӗ, ăруран-ăрăва куçса пыракан çемье хаклӑхӗсене хăйсен ачисене параççӗ.
Çемье пуçлăхӗ, Евгений Валерьевич, район больницинче васкавлӑ медицина пулӑшăвӗн водителӗ пулса ӗçлет. Унӑн мӑшӑрӗ, Олеся Владимировна, педагогика династине малалла тӑсать, «Сказка» ача садӗнче воспитательте вăй хурать. Терентьевсен çемйин вӗренӳ сферинчи пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ – 117 çул. Çемьере виçӗ хӗр – Елизавета, Софья тата Кира çитӗнет.

Терентьевсен çӗнтерӗвӗ – вӗсен харпӑр çӗнтерӗвӗ кӑна мар, чăваш культурин эткерлӗхне упрас ӗçе çӳллӗ шайра йышӑнни те.
Ульяновск облаçӗн Правительствин «ВКонтактери» официаллă ушкăнӗнчен илнӗ сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев