Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ Патшалăх услугисен порталӗнче ноябрӗн 14-мӗшӗнче вӗçленӗ

Çакнашкал йышăнăва Росстат çӗршыври мӗн пур регионсенче чару мерисене кӗртнипе тунă. Пандемине пула Патшалăх услугисен платформи урлă хăйсем тӗллӗн çынсем нумай çырăннă. Çавăнпа та онлайн-çырава пӗр эренене тăсма шутланă та

Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗнче çӗршыв халăхӗн 63 проценчӗ хутшăнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, ку вăл 93 миллиона яхăн çын. Вӗсенчен 20 миллионӗшӗ çакна Патшалăх услугисен порталӗ урлă тунă.  

 

Тутарстанра перепись ирттерес тесе 1,1 пин контролера ӗçе илнӗ, килсем тăрăх 7 пин ытла переписчик çӳрет, тата вӗсене 58 инструктор вӗрентсе пырать.  

Пӗрремӗш хут перепись ирттерме волонтерсене явăçтарнă, вӗсем 485-ӗн. Ку вăл студентсем, 16 çултан аслăрах шкул ачисем тата 55 çул тултарман аслисем. Вӗсем МФЦ-сенчи стационарлă перепись участокӗсенче ӗçлеççӗ: ыйтусем çине хуравлаççӗ, ăна мӗнлерех онлайн-меслетпе иртме пулнине ăнлантараççӗ.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев