Пӗтӗм тӗнчипе аварире çулсерен 1,19 миллиона яхăн çын вилет
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм тӗнчипе аварире çулсерен 1,19 миллиона яхăн çын вилет

Кашни çул ноябрь уйăхӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче çул çинче вилнисене асăнаççӗ. Кăçал асăну кунӗ ноябрӗн 17-мӗшӗнче пулать.

Ноябрӗн 11-мӗшӗнчен тытăнса 17-мӗшӗччен республикăра çул-йӗр хурăшсăрлăхӗпе çыхăннă мероприятисем иртеççӗ. Ку эрнере Тутарстанăн кашни районӗнче профилактика акцийӗсем, Патшалăх автоинспекцийӗн инспекторӗсем çул çинче çӳрекенсемпе, предприятисемпе организацисен ӗçченӗсемпе тӗлпулусем, вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекенсемпе уçă уроксем, ашшӗ-амăшсемпе пухусем  ирттерме палăртнă.  

Ноябрӗн 15-мӗшӗнче республикăн кашни шкулӗнче «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пӗрлӗхлӗ кунӗ» иртет.

Ноябрӗн 17-мӗшӗнче  пӗтӗм тӗнчипе митингсем пулаççӗ, çул çинче вилнисене  асăнса çуртасем çутаççӗ, вилтăприсем çине чечексем хураççӗ.

Çак кун акцие хутшӑнакансем плакатсемпе урамсене тухса  çул-йӗр правилисене  пӑхӑнма чӗнеççӗ, çул çинче çӳрекенсене çутта тавăракан элементсем валеçсе параççӗ.

Каласа хăвармалла, кашни çул тӗнчипе аварире 1,19 миллиона яхăн çын вилет. Раççейре 9 уйăх хушшинче (январь-сентябрь уйăхӗсенче) 12 817  авари пулнă, вӗсенче 1 434 çын вилнӗ, 15 601-ӗ аманнă, Тутарстанра – 2 320 инкек пулнă, 220 çын вилнӗ, 2 819-ӗ аманнă. Пиллӗке çитмен ачасен тата 29 çула çитмен çамрăксен вилнин  тӗп сăлтавӗ – çул çинче пулса иртнӗ инкек. 

Пӗтӗм тӗнчипе асăну кунне ирттерни пире, руль умӗнче ларакансене те çул çинче çӳрекенсене те  кашни кун  çул çинче тимлӗрех пулмаллине, çул-йӗр правилисене пăхăнмаллине аса илтерет.  

 


безопасность нарушение пдд

Нет комментариев