Пучинкере учительсен аллейи уçăлчӗ
Юпа уйăхӗн 7-мӗшӗнче Чăваш Енри Йӗпреç муниципалитет округӗн Пучинке ялӗнче Вӗрентекенпе ăс паракан çулталăкне халалланă Учительсен аллейи уçăлчӗ. Пучинкере йывăç лартса Учительсен аллейине уçасси Чăваш наци конгресӗ çумӗнчи чăваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен пӗрлӗхӗн ырă сӗнӗвӗпе пулчӗ. Пархатарлă ӗçе Пучинке ял хутлăхӗн администрацийӗ, «Красный партизан» колхоз, Пучинке шкулӗ йӗркелерӗç.
Ял варринчи илемлӗ лапама Пучинке ял халăхӗ, вӗрентекенсем, шкул ачисем пухăнчӗç. Шупашкар хăнисене, Чăваш наци конгресӗн хастарӗсене, çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кӗтсе илчӗç.
Малтан митинг пулчӗ. Унта яла тирпей-илем кӗртессине хастар хутшăннисене конгресăн Тав хучӗпе чысланă хыççăн Чăваш наци конгресӗн вырăнти уйрăмӗсен ертӳçисем, чăваш учителӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем ял халăхӗпе пӗрле ятарласа уйăрнă вырăнта чăваш халăхӗн паллă вӗрентекенӗсене асра тытса вӗсен ячӗпе чăрăш, туя, самшит, абрикос тата кедр лартрӗç.
Аллейăна кӗнӗ тӗп вырăнта пӗрремӗш кăвак чăрăша Аслă Вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлевич Яковлева, иккӗмӗш кăвак чăрăша вара этнопедагогикăна никӗслекен Геннадий Никандрович Волков академика халалларӗç.
Пучинке Культура керменӗнче уяв ячӗпе концерт пулчӗ. Шкул ачисем, «Юхăм» фольклор ушкăнӗ тата хӗрарăмсен канашӗн «Туслăх» ансамблӗ йывăç лартакансене çепӗç юрăпа, илемлӗ ташăпа савăк кăмăл парнелерӗç.
Пучинкере йывăç лартса Учительсен аллейине уçни – чăваш халăхӗн паллă та мухтавлă вӗрентекенӗсем халăх асӗнче пулнине тепӗр хут çирӗплетрӗ.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев