Пулас искусство ӗçченӗсене пӗлӳ парасси – çамрăкран
Ноябрьте Хусанти хореографи училищинче ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наукăпа наци ыйтăвӗсен комитечӗпе ун çумӗнчи Экспертсен канашӗн ларăвӗ иртрӗ. Унта ТР Раисӗн РФ Патшалăх Думинчи полномочиллӗ представителӗ А.Терентьев, ТР Раисӗн Шалти политика ыйтăвӗсен департаменчӗн наци политикине пурнăçлассипе управлени пуçлăхӗн çумӗ Аделя Хайруллина, Тутарстан Халӑхсен Туслӑх Çурчӗн директорӗ, ТР Обществӑлла палатăн председателӗн çумӗ Тимур Кадыров хутшӑнчӗç.
Çак кун парламентарисем федераллă закон проектне пăхса тухрӗç. Унпа килӗшӳллӗн професси вăтам пӗлӗвне парассине анлăлатмалла, ытларах çамрăка вӗренме май памалла. Çак енӗпе ирттерекен эксперимента Тутарстан та хутшăнать.
Лару пуçланиччен училище директорӗ Т.З.Шахнина экскурси ирттерчӗ. Пысăк мар, анчах типтерлӗ коридорсемпе, балет класӗсемпе иртнӗ май Татьяна Зиновьевна училищӗн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, пулни-иртни çинчен каласа пачӗ. Ку çурта прокуратура валли тума пуçланă иккен, анчах Рустам Минниханов ТР Премьер-министрӗнче ӗçленӗ чух училищӗн пӳлӗмӗсем тăвăррине пӗлсе ăна уйăрса пама сӗннӗ. Çапла училищӗн пулас балет артисчӗсем вӗренекен корпусрах пысăк мар сцена, зал янтăланă. Сăмах май, комитет ларăвӗ шăпах унта иртрӗ. Вӗренекенсен пултарулăхне хаклама та май пулчӗ – кӗске концертра халăх ташшин уйрăмӗнче вӗренекенсем те, классика уйрăмӗнчисем те ташларӗç.
Ларăва Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн председателӗ Айрат Зарипов ертсе пычӗ. Малтанах ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова трибуна умне тухрӗ. Сăмах культура сферинче професси вăтам пӗлӗвне илесси çинчен пычӗ. Паянхи куна Тутарстанра 141 ача-пăча искусство шкулӗ ӗçлет. Унта 70 пин шкул ачи вӗренет. Ача-пăча искусство шкулӗсемпе республика Федерацин Атăлçи округӗнче 1-мӗш, Раççейӗпе 5-мӗш вырăн йышăнать.
Тутарстанри 9 искусство учрежденийӗ профессиллӗ вӑтам пӗлӳ программисене пурнӑçлать: Хусан, Элмет, Анат Кама хулисенчи музыка колледжӗсем, хореографи, театр тата ӳнер училищисем, халӑх ӳнер промыслисен техникумӗ тата Елабугӑпа Çырчаллинчи культурӑпа ӳнер колледжӗсем. «2024 çулта çак вӗренӳ заведенийӗсенче 2416 студент вӗреннӗ, 2025 çулта – 2422, – каласа кӑтартрӗ Юлия Адгамова. – Студентсенчен ытларахӑшӗ бюджет мелӗпе вӗренни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ – кӑçал 1944 çын, пӗтӗмӗшле хисепӗн 80 проценчӗ».
Культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ каланӑ тӑрӑх, республикӑри вӗренӳ заведенийӗсене искусство енӗпе конкурс пӗр вырăна пӗр-ик çынран пуçласа 16-а çити. Чи пысӑк конкурссенчен пӗри Хусанти ӳнер училищинче. Театр (пӗр вырӑна 7 çын) тата хореографи училищисенче (пӗр вырӑна 5 çын) те пысăк кăтартусем. Республикӑри колледжсенче вӗренекен студентсем Раççейри 30 ытла регионтан килнӗ.
Депутатсен умӗнче хореографи училищин директорӗ Татьяна Шахнина, ӳнер училищин директорӗ Ольга Гильмутдинова тухса калаçрӗç (иккӗшӗ те профессиллӗ вăтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенчен). Вӗсем хăйсен çитӗнӗвӗсем çинчен те каласа пачӗç, малашнехи ӗмӗчӗсене те пытармарӗç. Çаплах çитмен пурнăç çинчен те шарламасăр хăвармарӗç.
Хусанти Н.Фешин ячӗллӗ ӳнер училищин директорӗ инçетрен килекен студентсен вӗреннӗ вăхăтра хваттер арендăна илме тивни çинчен каласа пачӗ. Кăçал 130 çул тултаракан училищӗн, шел те, общежити пулман, çук та. Ольга Александровна комитет пайташӗсенчен çак ыйтăва татса пама пулăшу ыйтрӗ. Тӳлесе вӗренекен студентшăн хваттерте пурăнма хака ларать.
Хореографи училищин общежити ыйтăвӗ çук – пулас артистсем пурăнакан интернат-общежити хăтлă, ташă залӗсем те, сцена та пур – вӗрен кăна. Анчах училище çурчӗ тăвăртарах иккен. Инçе те мар икӗ çурт уйăрса панă училищӗне. Анчах вӗсене тӗпрен юсамалла. Çуртсем культура палăкӗ пулнă май ку ӗçе тӗплӗн хатӗрленсе тумалла. Малтанах кирлӗ документсене йӗркене кӗртмелле. Хатӗрленӳ тапхăрӗсем вăрăма тăсăлни пирки пăшăрханса калаçрӗ Татьяна Шахнина, депутатсене пулăшма ыйтрӗ.
Комитет ларӑвӗнче парламентарисем профессиллӗ вӑтам пӗлӗве анлӑлатассипе эксперимент ирттересси çинчен калакан Федераци законне улшӑнусем кӗртме йышăнчӗç.
Эксперимент 2025 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен 2031 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен иртет. Вӑл 9-мӗш класран вӗренсе тухакансене профессиллӗ вăтам пӗлӳ паракан учрежденисене вӗренме кӗрессине ансатлатассипе çыхăннă. Абитуриентсем халиччен тăватă предметпа экзамен панă, халӗ вара икӗ экзамен хăварасшăн – вырăс чӗлхипе тата математикăпа.
Пилотлӑ проекта пурнӑçа кӗртме Мускавпа Санкт-Петербург хулисене тата Липецк облаçне суйланӑ. Каярах эксперимента хутшăнакан регионсен шутне ӳстерме йышăнсан списока Тутарстана, Ростов, Тверь тата Тюмень облаçӗсене кӗртме йышăннă. Эксперимент ирттерес тапхăра 2029 çулччен хăварма сӗнеççӗ.
Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев