Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Пуласлăх Вăййисем» пуçланиччен 100 кун юлчӗ

«Россия» курав-форумра «Пуласлăх Вăййисем» пуличчен 100 кун юлнине халалласа паян мероприяти иртнӗ. Масштаблă церемоние ВДНХри «Космос» павильонра йӗркеленӗ.

Унта хутшăнакансем валли  РФ Президенчӗ Владимир Путин видеосалам янă: «Хисеплӗ юлташсем, «Пуласлăх Вăййисем» пуçланиччен 100 кун юлнине палăртасси шăпах халăхсен хушшинчи «Россия» курав-форумăн площадкинче иртни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Шăпах çакăнта хамăр çӗршывăмăрăн пысăк çитӗнӗвӗсемпе паллашма пултаратпăр-çке эпир. Пирӗн чăннипех мӗнпе мăнаçланмалли пур: промышленноçра та, наукăра та, культурăра та, спортра та, тата, паллах ӗнтӗ, цифрăллă технологисенче те. Кунта та Раççей хăйӗн позицийӗсене çирӗплетсех пырать. Çакна «Пуласлăх Вăййисене» ирттерни те çирӗплетет», – тенӗ Президент.

Раççей Президенчӗ хушнипе Хусанта тепӗр 100 кунран пуçланакан «Пуласлăх Вăййисем» историре пӗрремӗш хут иртеççӗ. Йӗркелӳçӗсем питӗ тӗплӗн хатӗрленеççӗ, тест майӗпе вунă ытла ăмăрту ирттернӗ те ӗнтӗ. Февралӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 3-мӗшӗччен Хусанта иртекен турнира 100 ытла çӗршывран çак турнира хутшăнакансем килӗç, вӗсем 21 çӳллӗ технологиллӗ дисциплинăсенче ăмăртӗç.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев