Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пулăшу юнашар

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене тӗрев парассипе Тутарстанра «Забота о своих» республика программи хута кайнă.

Пандеми вăхăтӗнче йӗркеленнӗ «Ярдәм янәшә! Помощь рядом!» республика юхăмӗ ятарлă çар операцийӗ пуçлансан çӗнӗрен ӗçлеме пуçланă. Халӗ вăл СВОна хутшăнакансене хушма пулăшупа тивӗçтерсе тӗрев панисӗр пуçне вӗсен çемйисене адреслă пулăшу та парать. 
Юхăмăн ертӳçи Ринат Фазылов каланă тăрăх, нумай пулмасть юхăмăн «хӗрӳ линийӗ» ӗçлесе кайнă. Официаллă https://ярдям. рф сайтӗнче те пысăк улшăнусем пулнă. Хыпар лентине хушнă вӗсем, унта пирӗн атьсем тăракан командирсен, салтаксен адреслă заявкисене, гуманитари пулăшăвӗ пухассине, ытти информацие вырнаçтарса пыраççӗ халӗ. Кунсăр пуçне социаллă сетьсенчи страницисенче тутарла тата вырăсла вырнаçтараççӗ.

Ринат Фазылов сăмахӗсемпе, çак категорири граждансен кашни ыйтăвне татса пама тăрăшаççӗ вӗсем. Çынсем ытларах ку е вăл ыйтупа ăçта каймаллине ыйтаççӗ иккен. Ыйтусенчен чылай пайне юхăм муниципаллă йӗркеленӗве çитерет, мӗншӗн тесен шăпах кунта адреслă социаллă пулăшу парассипе ӗçлеççӗ. Волонтерсен пӗрлешӗвӗсем, çар çыннисен çемйисем пулăшнипе СВОна хутшăнаканăн социаллă портретне (миçере, ăçта çуралнă, ӗçленӗ, çемйи) йӗркелени çав тери пулăшнине те асăнса хăварчӗ спикер. Çапла майпа вӗсем кама мӗнле пулăшу панине тата мӗнле пулăшу кирлине пӗлсе тăраççӗ. Республикăри волонтерсен пӗрлешӗвӗсемпе асăннă юхăмăн пӗрлехи ӗçӗ «ЗАБОТА О СВОИХ» https://zabotasvo. tatar ресурсра та палăрать. Асăннă информаци ресурсӗ çӗршывшăн вăхăтлă та питӗ кирлине палăртрӗ спикер. Çар çыннисемпе çемйисем хăйсене хумхантаракан ыйтусен тупсăмне тупаççӗ унта. Сăмах май, иртнӗ эрнере кăна çынсенчен 50 ыйту килнӗ кунта.

ТР Обществăлла палатин ертӳçи Зиля Валеева каланă тăрăх, СВО пуçланнăранпа çар çыннисене пулăшу парассипе патшалăх органӗсемпе обществăлла юхăмсен штабӗсем йӗркеленнӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе канашласа пӗрле ӗçлеççӗ. Кукмор районӗнчи «НАЗ» коммерцилле мар организаци, тӗслӗхрен, СВОра пулнисене патшалăх гранчӗпе тӳлевсӗр реабилитаци ирттерет. Ятарлă çар операцине хутшăнса таврăннисене те пулăшнине каларӗ Зиля Рахимьяновна. Азнакай районӗнчи Рустам Мутигуллинпа Марат Аббясов малашлăха ял хуçалăхӗнче курнăран патшалăх пулăшăвӗпе хăйсен ӗçне пуçарма тӗрев панă. Рустам фермер хуçалăхӗ йӗркеленӗ пулсан, Марат пыл хурчӗсем ӗрчетме тытăннă. Марат хăйӗн утарӗнчи пӗрремӗш парти пыла фронта, юлташӗсем патне ăсатнă. 

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви те СВО пуçланнă кунранах ку ӗçе хастар хутшăннине каларӗ министр çумӗ Айгуль Сабирова. Ятарлă çар операцине хутшăннисен çемйисем валли вӗсем психологи пулăшăвӗ йӗркеленӗ. Ачасемпе çамрăксем валли шанăç телефонӗсем (8 800 200 01 22 тата 8 800 555 22 20) талăкӗпех ӗçлеççӗ халӗ. Кунсăр пуçне çак категорири çемьесенчи ачасен канăвне те йӗркелеççӗ. ТР Раисӗ пулăшнипе кăçал çулла виçӗ пин ытла ача тинӗс хӗрринче каннă. 

Çулла хута кайнă «Твой герой» федераллă программăпа килӗшӳллӗн, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви СВОран таврăннисене ачасемпе ӗçлеме явăçтарнă. Вӗсем лагерьсенчи тематика сменисенче пуçламăш çар хăнăхăвӗн инструкторӗ пек ӗçленӗ, калаçусем ирттернӗ. Республика кунӗ умӗн Тутарстана 20 Раççей Геройне чӗнсе ачасемпе, çамрăксемпе тӗлпулусем йӗркеленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество