Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пулăшу парасси çинчен

2024 çулхи январӗн 23-мӗшӗнче РФ Президенчӗ В.В.Путин нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси çинчен Указ кăларнă.

Нумай ачаллă çемьере виçӗ ачаран кая мар çитӗнет, тесе палăртнă Указра. Ун пек çемьесене ӗçри хутшăнусен сферинче, воспитани парса ӳстерме патшалăх пособийӗсемпе тӳлевсем илсе тăрассипе, хӗрарăмсене ватлăхпа парăнакан страхланă пенсие маларах кăларассипе гаранти пур. Аслă ачи 18 çула (куçăн майпа вӗренет-тӗк, 23 çула) çитиччен çемьесене социаллă пулăшу парăнать. Нумай ачаллă ашшӗ-амăшне професси е хушма професси илессипе вӗренме гаранти те парăнать. 

Раççей Федерацийӗнчи музейсене, парксемпе куравсене тӳлевсӗр çӳреме ирӗк пур нумай ачаллă çемьесен. 

РФ Правительствине Президент нумай ачаллă çемьен статусне кăтартакан удостоверени хатӗрлеме хушнă, вăл çӗршывӗпе пӗрре пулмалла. Нумай ачаллă çемьесем çинчен информацие ятарласа йӗркеленӗ даннăйсен банкне пухмалли çинчен те каланă Указра.   

РФ субъекчӗсен пысăк должноçсенче ӗçлекенсен нумай ачаллă çемйисене ача 6 çула çитиччен рецептпа тӳлевсӗр эмелсемпе тивӗçтермелле. Граждансене социаллă пулăшу панă чух нумай ачаллă çемьесем приоритетра пулмалла. Пӗлӳ парассипе çыхăннă организацисен нумай ачаллă çемьесенчи шкул çулне çитмен ачасене тӳрех йышăнмалла.

Çурт-йӗршӗн, коммуналлă услугăсемшӗн сахалрах тӳлеттермелле, 30 процентран кая мар. Шкулсенче, професси паракан вӗрентӳ заведенийӗсенче тӳлевсӗр апатлантармалла. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ заведенийӗнче вӗренекенсене обществăлла транспорт па (такси ку шута кӗмест) тӳлевсӗр лартса çӳремелле.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ заведенийӗсенче вӗренӳ тумӗпе тата спорт формипе тивӗçтермелле.

Пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшмалла, кирлӗ пек инфраструктура вырнаçтарнă çӗр лаптăкӗсем уйăрмалла.

РФ субъекчӗсен национальноçне, культура тата демографи хăйне евӗрлӗхӗсене кура пысăк должноçра ларакансем нумай ачаллă çемьесен категорине анлăлатма пултараççӗ. 

Указ январӗн 23-мӗшӗнчен вăя кӗнӗ.
 
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России