Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пултаруллă чăваша – пысăк награда

Иртнӗ эрнекун, октябрӗн 11-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Раççей Федерацийӗпе Тутарстан Республикин патшалăх наградисене пачӗ. 47 çын хушшинче – производствăра малта пыракансем, наукăпа культура ӗçченӗсем, чи лайăх тухтăрсемпе педагогсем, творчествăпа тата наукăпа техника интеллигенцийӗ, ветерансем.

«Награда пани – нумай нациллӗ Тутарстанăн тӗрлӗ енлӗ çитӗнӗвӗсене тӳпе кӗртнине пысăк хак пани пулса тăрать. Тутарстан – Раççей Федерацийӗн тӗрев регионӗ. Республика аталанăвӗнче эсир питӗ те пысăк вырăн йышăнатăр», – терӗ парламент пуçлăхӗ республика ертӳçисен ятӗнчен саламласа. 

Чыслав БРИКС саммичӗ умӗн пулнине те палăртса хăварчӗ Фарид Мухаметшин. Ун сăмахӗпе, çӗршыв ертӳçисем ăна ирттерме Тутарстана шанни питӗ пӗлтерӗшлӗ. 

«Тутарстан Республики умӗнчи  тивӗçсемшӗн» орден медалӗпе чысланисен хушшинче паллă чăваш çынни, ТР Верховнăй сучӗн судьи Александр Огонев пур. Александр Огонев Нурлат районӗнчи Ялавăрта çуралса ӳснӗ. Тӳрӗ кăмăллă, ӗçчен, пултăклă çынна нумай çулсем хушши тăрăшса вăй хунине тивӗçлипе хаклани паллах савăнтарать. 

Александр Сергеевич обществăлла ӗçе те активлă хутшăнать. Вăл ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Ӗçтăвком Канашӗн пайташӗ. Ыркăмăллăхçă пек те пӗлетпӗр ăна. Тăван районӗнче тăтăш пиçиххипе кӗрешессипе регионсен хушшинчи ăмăрту ирттерет. 2008 çулта Ялавăрта Христос çурални ячӗпе православи чиркӗвӗн строительствине пуçарса ячӗ. 2018 çулта ăна туса пӗтерсе святить тунă. Çак сумлă ӗçшӗн ăна пӗлтӗр январӗн 12-мӗшӗнче Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл епархире иртнӗ тӗлпулура çветтуй кнеç Даниил Московский орденӗпе чысланăччӗ.   

Юлташăмăра черетлӗ пысăк награда илнӗ ятпа саламлатпăр!    

 

Ирина ГОРДЕЕВА. 

Сăнӳкерчӗк https://tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чуваши