Пур çӗршыв та пире хирӗç мар
Ултавлă хыпар вăхăчӗ халь. Донбасс çыннисене хӳтӗлес тесе Раççей пуçланă ятарлă операцин ахрăмӗ кашни утюгран янăрать. Пире тăшман вырăнне хуракансенчен нумайăшӗ суяна чăнлăх вырăнне йышăнтарасшăн тăрăшать. Фейк-хыпарсем интернет тулли. Хăш чух кама ӗненмелли пирки те аптăратăн. Пăлхануллă вăхăт. Хыпарсене тӗрӗслемелле.
Украинăри хыпар хатӗрӗсем пӗтӗм тӗнче Раççее хирӗç тесе ӗнентересшӗн. Çаплах-ши вара? Çук, паллах. СССР тытăмӗнче пулнă республикăсенчен (Украинăна шута илмӗпӗр) Балтика хӗрринчи виçӗ пӗчӗк çӗршыв çеç пирӗн майлă мар. Ыттисем, çав шутра 2008 çулта пиртен хур тӳснӗ Грузи те, Приднестровье çăпанӗллӗ Молдави те Раççее хирӗç санкцисем кӗртме килӗшмен.
АПШ, Великобритани, Япони, Австрали, Канада, Евросоюз – пире майлă мар, вӗсем Украинăна хӗç-пăшал парса тăраççӗ. Анчах та Германи паян газпа нефте Раççейрен туянма чарăнмастпăр тесе пӗлтернӗ. Сăмах май, пӗтӗм Украинăпа хире-хирӗç тупăсем персен те, ун урлă Европа енне выртакан газ пăрăхӗсем туп-тулли газ уçлаççӗ.
Европăра Серби, Боснипе Герцеговина, Латин Америкин экономика тӗлӗшӗнчен аталаннă çӗршывӗсем - Аргентина, Бразили, Мексика, ЮАР, Египет, Турци, Израиль, Араб Эмирачӗсем, Сауд Аравийӗ, Иран, Инди, Китай – пире хирӗç мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев