Республикăн Çар комиссариачӗ 2021 çулхи октябрӗн 21-мӗшӗнче Раççей Хӗçпӗшаллă Вăйӗсен шар чаçӗсене никрутсен командисене ăсата пуçларӗ. Паян Сухопутнăй çара 100 яхăн çамрăка ăсатнă.
Кӗрхи призыв пуçланнă май, республикăри хӗсмете кайма тивӗç çамрăксем тата вӗсен ашшӗ-амăшӗсем валли «Школа правовых знаний» ятлă занятисем ирттерме тытăннă. Çакнашкал вӗрентӳсене республикăри этем прависемпе уполномоченнăй хутшăннипе Тутарстанра ӗнтӗ 10 çул ирттереççӗ. Вӗсен тӗллевӗ – никрутсемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсене призыв ыйтăвӗсемпе право тӗлӗшӗнчен пӗлӳсем парасси, контроль тата профилактика.
Паян ТР çар комиссарӗ Сергей Погодин тата Тутарстан Республикинчи этем прависемпе уполномоченнăй Сария Сабурская çакнашкал вӗрентӗве Мензелинскра ирттернӗ.
Нет комментариев