Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУРĂНАТПĂР-ХА: СИПЛЕНЕТПӖР, СЫВАЛАТПĂР

Çӗршывра сахăр, кӗрпе тавраш лавкка сентрисенчен çухалсанах халăх аптекăсене атакăлама пуçларӗ. Çынсем эмелсене темиçе тапхăр ӗçмелӗх туянса хума тăрăшаççӗ. Ара, ют çӗршыв компанийӗсем Раççейрен туха-туха кайнипе эмел препарачӗсене тăваканнисем те çаплах хăтланӗç тесе шикленнӗ-çке. Чиновниксем телевизорпа, интернетпа эмелсем çителӗклӗ тесе лăплантарма тăрăшни те кăлăхах пек. Авă, ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Ф.Ф.Яркаева та журналистсемпе тӗл пулса лару-тăрăва уçăмлатрӗ.

Паянхи куна Раççейре ӗçлекен компанисенчен нихăшӗ те тухса кайман. Пурнăçшăн кирлӗ препаратсене кăларакансем Раççее хирӗç санкцисене пăхмасăр, малашне те эмелсене кӳрсе тăма шантарса çыру çырнă. Аптекăсенче хăш-пӗр эмел пулманни çынсене сисчӗвлентермелле мар тесе шантарчӗ Фарида Фатыховна. Чи малтанах çакна асăнмалла, çуркунне-кӗркунне аптекăран респираторлă чир-чӗрсенчен сипленмелли эмелсем «çухалаççӗ», отпусксен вăхăтӗнче те тепӗр тӗрлӗ препаратсене туянма тытăнаççӗ. Çакна санкцисемпе çыхăнтармалла мар. Ку пӗрремӗш, иккӗмӗш – темиçе çул ӗçмелӗх им туянса хуни тӗрӗс мар – срокӗ тухнă препаратсемпе усă курма юрамасть, харпăр хăйӗн килӗнче вӗсене упрама аптекăри пек условисем çук, çакна шута илмеллех туянакансен.    

Çӗршывра, тӗнчере пулса иртекен кăткăс лару-тăрăва пула эмелсем бюджетпа пăхса туянассин правилисене улшăнусем кӗртнӗ. Тӗслӗхрен, унчченхинчен ытларах аванс тӳлесси. Ку мел бизнесменсене кирлӗ препаратсене хăвăрт аптекăна çитерме май парать. Тепӗр мел – ют çӗршывсенчен кӳрекен эмелсен упаковкисем çине вырăсла çырмаççӗ. Çакна вăхăта перекетлес тӗллевпе ӗçе кӗртнӗ. Логистика пӗр тикӗс ӗçлемен чух кашни самант хаклă. Производительсен медицина изделийӗсене кăларма чарăнасси çинчен сахалтан та çур çул маларах пӗлтерсе хумалла. Çак вăхăтра кирлӗ изделие кăларакан производителе тупса калаçса татăлса пациентсем патне вăхăтра кирлӗ чухлӗ çитерме май пур.

Дистрибьюторсен енӗпе тавара вăхăтлă кӳрсе тăрасси пирки закон йышăннă. Сиплемелли препаратсене туянасси темиçе пайран тăрать: сиплев учрежденийӗсем валли, çăмăл майпа паракан рецептсемпе илекенсем валли (шала кайнă чирсемпе аптракансене препаратсемпе тивӗçтересси пирки сăмах пырать). 

Ют çӗршывра кăларнă препарат пулмарӗ-тӗк, ăна хамăр çӗршывра кăларнипе улăштарма пулать. Дженериксем чылай эмелӗн пур. Уйрăмах пурнăçа тытса тăма çивӗч кирлисем пирки. 

Стационарта чирлисене, çăмăллăх программисем тăрăх, Раççейре туса кăларнă препаратсемпе сиплеме пултараççӗ. Шел, РФ Промышленность тата суту-илӳ министерстви тунмасть, паян препаратсем тăвакан субстанцие тӗнчере икӗ çӗршыв туса кăларать: Инди тата Китай. Америкăра та, Европăра та чӗртавар çук.

Ф.Яркаева щит евӗрлӗ парсен ӗçне лайăхлатма туса кăларакан L-Тироксин пирки те каларӗ. Ажиотаж вăхăтӗнче аптекăсем пурнăçшăн питӗ кирлӗ препарата планпа пăхнинчен икӗ уйăхлăх сутнă, анчах ыйтакансем çав-çавах нумай. 

L-Тироксин ыйтăвӗ кӗске вăхăтрах хупăнассăн туйăнать. Мӗншӗн тесен материала пичете хатӗрленӗ вăхăтра РФ Сывлăх сыхлав министерстви хамăрăн препарата регистрациленӗ, çак уйăхрах кăларма пуçлаççӗ. Малтанлăха 500 пин упаковка пулӗ, каярахпа миллиона та çитӗ унăн шучӗ. 

«Таттехмедфарм» Патшалăхăн унитарлă предприятийӗн генеральнăй директорӗн çумӗ Надия Шемякина та ӗçтешӗн сăмахӗсене çирӗплетрӗ. Паян пур препаратсем пилӗк уйăха çитмелле, паллах, вӗсемпе усă курнă май аптекăсен сентрисене (организацин 185 аптека республикипе), складсене (икӗ склад) препаратсем кӳрсех тăраççӗ. 

Хусанта аптекăсенче препаратсем хатӗрлесси яланах пулнă, халӗ те 17 аптека ӗçлет. Ятарлă рецептсемпе, чӗрене операци тунă хыççăн малтанхи кунӗсенче сипленме, куç эмелӗсем, кăткăс маçсем хатӗрлеççӗ. Çак аптекăсем валли те чӗртавар çителӗклӗ.  Республикăн инçетри районӗсене эмелпе тивӗçтересси те халиччен йӗркеленӗ  пекех кăлтăксăр пырать. Кунта, паллах, ФАПсемпе тачă çыхăнса ӗçлени пысăк вырăн йышăнать. 

Надия Мударрисовна хаксем пирки те каларӗ. Пурнăçшăн кирлӗ препаратсен хакне поставщиксем 1 процент ӳстернӗ. Рынок хакӗсем вăтамран 5 процент ӳснӗ тесе пӗлтерчӗ Н.Шемякина. Патшалăх аптекисенче эмел препарачӗсемпе интересленекенсем 8(843)222-003, 8 800 700 4003 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пӗлме пултараççӗ. (Татьяна ВАСИЛЬЕВА)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество