Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Пурçăн çул» раллин тепӗр çул юбилей

«Пурçăн çул» ралли 2024 çулта хăйӗн 15 çулхи юбилейне паллă тăвать. Ăмăрту хăй вара тепӗр çул 14-мӗш хут иртет. Ралли йӗркелӳçисем çак кунсенче Çӗпӗрте старт илсе Монголи урлă Китайра финиша тухакан «Пурçăн çулăн» маршручӗпе паллаштарчӗç.

15 çул хушшинче «Пурçăн çул» самаях пысăк масштаблă мероприятие çаврăнчӗ. Халӗ вăл çӗршывсене, халăхсене тата культурăсене пӗрлештерекен символ пек. Виçӗ çӗршыв территорийӗсенче иртекен ралли питӗ интереслӗ пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем.

«Çитес çулхи ăмăртăва хатӗрленнӗ май эпир маршрут валли регионсенчи чи интереслӗ, хитре вырăнсене суйлама тăрăшрăмăр. Çӗршывсен историпе культура еткерлӗхӗ раллие хутшăнакансен асӗнче тарăн йӗр хăварасси пирки иккӗленместпӗр», – терӗ проектăн ертӳçи Владимир Чагин.

Спортсменсен Евразири çулçӳревӗ хальхинче 11 куна тăсăлӗ. 2024 çулхи июлӗн 5-мӗшӗнче Томск хулинче «Пурçăн çул» раллие чаплăн уçма планланă. Ăмăрту июлӗн 15-мӗшӗнче Китайри Хоргос хулинче вӗçленет.

5,5 пин километра тăсăлакан маршрутăн 2,5 пинӗ – пысăк хăвăртлăхлă ятарлă участоксем, иртме питӗ кăткăс зонăсем. Спортсменсен вăрмансем витӗр те, ӗмӗрлӗх шăнса ларнă вырăнсемпе типсе ӗннӗ пушхирсем урлă та, чуллă тусем витӗр те иртме тивет.

Яланхи пекех ăмăртăва внедорожниксем те, мотовездеходсем те, грузовиксем те, мотоциклсемпе квадроциклсем те хутшăнӗç.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев