Пурçăн хурчӗ пӗтмен
Йывăç çулçисене çиекен пурçăн хурчӗпе республика икӗ çул кӗрешет.
Кăçал çуркунне Павлă, Пӗкӗлме, Пăлхар, Азнакай, Лениногорск вăрманӗсене, пӗтӗмпе 12,2 пин гектар лаптăка, çак хуртран çӗр çийӗн те, сывлăшран та пестицид сапрӗç. Усси пулчех, пӗлтӗрхи пек сарăлаймарӗ хурт.
Çапах та Вăрман хуçалăх министерствинчен пӗлтернӗ тăрăх, Анат Кама, Элмет районӗсенчи вăрмансенче каллех палăрнă. Хальхи вăхăтра ку вăрмансене тӗрӗслеççӗ, енчен те пурçăн хурчӗ çăмарта сапса хăварнă пулсан, 2025 çулта çуркунне ку вăрмансене те наркăмăшпа сапӗç. Пурăнмалли вырăнсенчен 300 метр çывăхӗнче пестицид сапма юраманнипе хурт палăрнă тӗлсене кăçал кӗркунне краççынпа е машина çăвӗпе сӗрсе тухӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев