Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурнăçри сăнарсемех

Асăннă произведенисемсӗр пуçне «Алран алла» ярăмри кăçалхи кăларăма Марина Карягина, Юрий Скворцов, Денис Гордеев, Петр Маркин, Ангелина Павловская калавӗсем кӗнӗ. Çӗнӗ ят та пур – Елена Николаева. Ун новеллисене вуласан пӗчӗк хуранăн пăтти тутлă тесе калас килет.

Юратсах пӗрлешнӗ, пӗр çăвартан пурăннă, ача-пăча ӳстернӗ Уринепе Митюк çемйи чутах арканса каймасть. Упăшкипе иккӗшӗн хушшинче палăри-палăрми тăракан, хăш-пӗр чухне вара тăрук сиксе тухакан сивӗлӗх ăçтан, мӗншӗн пуçланнине аса илме тăрăшать хӗрарăм. Пурте йӗркеллехчӗ вӗт-ха вӗсен. Шутласан-шутласан сăлтавӗ те тупăнать. Темиçе çул каялла Митюк больницăра выртнăччӗ. Пӗр кунхине арăмӗ палатăна кӗтмен çӗртен пырса кӗрет. Упăшкипе çамрăк медсестра кантăк умӗнче тăраççӗ, Митюк аллине çамрăк хӗрӗн пилӗкӗ çине хунă. Алăк сасси пулсанах аллине илет арçын, Урине çакна курса ӗлкӗрет, анчах курмăш пулать. Митюк вара: «Тавах Турра, арăм асăрхамарӗ», – тесе хăйне хăй лăплантарать. Вӗсен хушшинче нимӗн те пулманнине Урине пӗлет, анчах çав кӗске самант чӗринчи шанăçа тартать, чунне ыраттарнă ӳкерчӗк вара асӗнче нумайлăха юлать.

Çемьери хутшăнусем хăйсен ăшшине çухатнин тепӗр сăлтавне те шыраса тупать Урине, уншăн хăйне айăплать. Сисмесӗрех ют арçынна пуçа çухатасла юратса пăрахнă вăл. Кам пӗлет, малтанхи сăлтавӗ пулас мар-тăк сиксе тухатчӗ-ши çак телей те, инкек те кӳрекен юрату? Арăмӗн чӗринче урăх арçын пулнине упăшки курать те, туять те. Урине ни чупкăн, ни вылянчăк çын маррине пӗлет Митюк, çавăнпа пушшех хытă асапланать, мӗншӗн тесен юратать вăл мăшăрне. «Мӗн тумалла?» текен ыйту канăç памасть халь ăна. «Уйрăлмалла! – шутлать вăл хӗрӳлӗхне тытса чараймасăр. Кăштахран шухăшне улăштарать. – Çук-ха, уйрăлни çынна савăнтарни те яла култарни çеç пулать».

Митюкпа Урине иккӗшӗ те асапланаççӗ. Вӗсем çак йывăрлăхран епле тухнине Валентин Константиновăн «Çулăмри ӳкерчӗк» повеçне вуласан пӗлме пулать. Вулакан чунне самаях хускатакан произведени «Алран алла» ярăмра тухнă «Хӗрӗх тӗслӗ хӗл» кӗнекене кӗнӗ.

Елен Нарпи çырнă «Çын тивӗçӗ» калава та лăпкă чунпа вулама çук. Малтан хыт чӗреллӗ учителе пула хӗллехи çил-тăманра çухалса кайнă Алюшшăн пăшăрханса ларатăн. Юрать-ха, Хреççи аппа ачана вилӗмрен хăтарса хăварать. Шкултан вӗренсе тухиччен Алюш ун патне именнипе кӗрсе çӳремен (амăшӗ килсе çӳрени вăл урăх япала). Акă халь вăл салтакран таврăнать. Çирӗп хул-çурăмлă, çӗкленӳллӗ кăмăллă каччă паян кӗретех хăйне çăлса хăварнă Хреççи кинеми патне. Анчах… шел пулин те, нумай чухне эпир тав сăмахӗ калама ытла та кая юлатпăр çав.

Рита Артин «Мемме» калавӗнчи Çерушăн вара хуйхи-суйхи, нуши-асапӗ йăлтах вӗçленнӗ. Çут тӗнчерен уйрăлнă чунӗ пӗрре килте икерчӗ пӗçерекенсем патне, тепре кӗлеткине пытарма шăтăк алтакансем патне вӗçсе çитет, çынсем мӗн калаçнине итлет. Ытла та суккăрла пурăннă иккен Çеруш. Анчах халь тин вăл нимӗн те тӳрлетеймӗ, улăштараймӗ.

Ку калавсем те «Хӗрӗх тӗслӗ хӗл» кӗнекеренех. «Хӗрӗх тӗслӗ хӗл» сборник вулакана килӗшессе шанатпăр.   Унти сăнарсем пурте пурнăçран илнӗскерсемех. Кӗнекене Галина Антонова пухса хатӗрленӗ, Екатерина Иванова ӳнерçӗ илемлетнӗ.
 
Галина МАТВЕЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: книжные новинки